Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Интернат коллективĕ – сывă пурнăç йĕркишĕн, ыркăмăллăхшăн

26 марта 2011 г.

Турханти психоневрологи интерначĕн коллективĕ республикăра сывă пурнăçа пропагандăлас тĕлĕшпе йĕркелекен мероприятисене кашнинех хастар хутшăнать. Çак кунсенче вĕсем Шупашкар районĕнчи инвалидсемпе ватăсенВегасиплев центрĕнче ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви йĕркеленĕ хĕллехи спорт фестивалĕнче хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Фестивале 12 команда хутшăннă, тĕрлĕ енлĕ тупăшура вăй виçнĕ.

Ăмăртура республикăри учреждени ертÿçисем хушшинче VIP-чупу уйрăмах кăсăклă иртнĕ. Турханти психоневрологи интерначĕн коллективĕн команди йĕлтĕрпе чупса финиша виççĕмĕш çитнĕ.

Коллектив ыркăмăллăх акцийĕсенче те кăтартуллисен шутĕнче. Тăлăх, йывăр шăпаллă ачасене, инвалидсене медицина пулăшăвĕ пама республикăри Ача-пăча фончĕ йĕркеленĕ “Ырă тума васкăр” акцие хутшăнса счет çине ултă пин тенкĕ укçа куçарса панă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика