09 февраля 2011 г.
“Авангард” хаçат редакцийĕ иккĕмĕш çул “Кивĕ сăн ÿкерчĕк” конкурс йĕркелерĕ. Пĕлтĕр ăна Вĕрентекен çулталăкне тата Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине халалланăччĕ. Вулакансем конкурса кăмăлласа йышăнчĕç. Ĕçсем питĕ нумай пулнăран çĕнтерÿçĕсене палăртма та çăмăл пулмарĕ.
Конкурс комиссийĕ хаçатра пичетленнĕ сăн ÿкерчĕк-сене тишкернĕ хыççăн çĕнтерÿçĕсен шутне çаксене кĕртрĕ: “Турханти вăтам шкулта вĕренекенсем çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче хĕвел тĕттĕмленнине сăнаççĕ” (сăн ÿкерчĕк хуçи Валентин Спиридонович Давыдов), “Пăлапуç Пашьелĕнче 1945 çулта Аслă Çĕнтерÿ уявне паллă тунă самант” (сăн ÿкерчĕк хуçи Николай Петрович Тельцов), “Тутар Тимешĕнчи 8 çул вĕренмелли шкулти вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем “Гвардеец” колхоз хирĕнче” (сăн ÿкерчĕк хуçи Минсагир Гисметдинович Гисметдинов). Асăннă сăн ÿкерчĕксен хуçисен пĕр хут саламлани тÿлевсĕр пама ирĕк пур.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)