Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алла тытса хутпа ручка хыпар яраççĕ васкаса

31 декабря 2010 г.

Вĕçленекен 2010 çула пĕтĕмлетес кăмăл пур. Тигр çулталăкĕ “Авангард” хаçат ĕçченĕсемшĕн те аван иртрĕ. “Чун апатне” çырăнакансен шучĕ кашни çур çултан çур çула ÿссех пырать. Çакăнта эпир хаçата пуян содержаниллĕ, географи тĕлĕшĕнчен тĕрлĕ енлĕ кăларма пулăшакан вырăнти обществăлла корреспондентсен тÿпине те куратпăр. Малашне те ан ÿркенччĕрех вĕсем. Паян эпир Кивĕ Ах-пÿртри А. Павлов, Ишлĕри И. Ерофеев, В. Зайцев, Туçари А. Кузнецова, Аслă Чементи Н. Кошелева, Нăрваш Шăхалĕнчи В. Бородкин, Упамсари Е. Сымова, Патăрьелĕнчи В. Антипов, Г. Хлебникова, А. Андреева, Л. Комиссарова, Çĕньялти М. Мадюкова, Хирти Пикшикри З. Макачев, Шăнкăртамри И. Пазюкова, Кзыл Чишмари М. Абдуллин, Л. Исхаков, Ыхра Çырминчи Ф. Яббарова, Мускаври А. Гончарова-Плечова, Туçари вăтам шкулти А. Табакова, Ишлĕри М. Артемьева, Кĕçĕн Патăрьелĕнчи В. Воробьева çыравçăсене Çĕнĕ çул ячĕпе саламласа хамăрпа çыхăну тытнăшăн тав тăвасшăн. Вĕрентекен çулталăкĕнче педагогсем те хаçатпа çыхăну тытма ÿркенмерĕç. Вĕрентÿ, культура, спорт, хăй тытăмлăх, право, ял хуçалăх, сывлăха сыхлас тата ытти чылай ыйту çуталчĕ хаçатра. Лайăххипе пĕрлех çитменлĕхсене те асăрхама тăрăшрăмăр. Кивви кивĕ çула юлтăр, çĕнĕлĕх пирĕнпе малалла пытăр. Çапла пултăр-и;

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика