29 декабря 2010 г.
Турханти вăтам шкул республикăра чи ваттисенчен пĕри тесен те йăнăш пулмасть пулĕ. Вăл 170 çул çитнине уявларăмăр.
Шкул ачасене воспитани парас тата вĕрентес ĕçре чăваш халăх вĕрентĕвĕпе, пуян сăмахлăхĕпе, культурипе туллин усă курать. Эпĕ çак статьяра Турханти пĕлÿ çурчĕпе тачă çыхăннă çемьесен пурнăçĕпе паллаштарасшăн.
Чăваш Енре те, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те Кокель хушамата илтмен çын та çук пуль. Тĕнчипе паллă чăваш художникĕ А.Кокель профессор Питĕрти художество академинче Репинпа Маковский мастерскойĕнче пĕлÿ пухнă çын. Унăн шăллĕ, Герман Афанасьевич та, çак хуларах православи тĕнĕ енĕпе академи вĕренсе пĕтерсе епископ пулса ĕçленĕ. Паян вăл чăвашсенчен çветтуя кăларнă пĕрремĕш çын.
Турхансем кăçал шкул юбилейĕпе пĕрле Алексей Афанасьевич Кокель 130 çул тултарнине паллă турĕç. Чăннипех те пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă икĕ пысăк юбилей.
2010 çулта Чĕмпĕр чăваш шкулĕ уçăлнăранпа 142 çул çитрĕ. Çак шкултан вĕренсе тухакансен шутĕнче пирĕн шкул историйĕшĕн çывăх çынсем те пур. Тĕслĕхрен, Антонина Никитична Эсливанова. Аппăшĕ–Капитолина Никитична Эсливанова–пĕрремĕш хĕрарăм дирижер, композитор. Унăн тÿпи чăваш музыка аталанăвĕнче питĕ пысăк, вăл паллă йĕр хăварнă. А.Эсливанова пирĕн чăваш паллă композиторĕн А.Петровăн амăшĕ. Антонина Никитична Чĕмпĕрти чăваш шкулне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Алексей Петровпа паллашнă.
А.Петров 1898 çулта Турхан ялĕнче çуралнă. Аслă пĕлÿ илнĕ çын шкулта ĕçленĕ. Каярах вăл шкул директорĕ пулнă, çав вăхăтрах колхоза та ертсе пынă. Петровсен çемйи–таврара сумлисенчен пĕри. Антонина Никитична шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, музыка урокĕсене те ирттернĕ. Вĕсем иккĕшĕ те ачасемшĕн чунне парса ĕçленĕ. Ял çыннисем Алексей Петровича мĕн ватăлса виличченех аякран курсанах çĕлĕкĕсене хывса пуç тайса саламланă. А.Петров “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ” ята та тивĕçнĕ.
Петровсем виçĕ ывăл пăхса ÿстернĕ. Асли, Лев Алексеевич, çар çынни. Кĕçĕнни, Анатолий, композитор пулнă. Эсливановсем те, Петровсем те паян та йăх хисепне çухатман.
Куприяновсен çемйи çинчен çырнă май учительсен çемйи, династийĕ тесен те йăнăш мар пулĕ. Иван Андреевич Куприянов хăй Турхан чиркĕвĕ çумĕнчи шкулта вĕренсе тухнăскер, мăшăрĕпе тăватă хĕр пăхса ÿстернĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ–Пелагея, Мария тата Елена– Турханти шкулта ĕçленĕ. Хăйсен пурнăçне ачасене халалланă.
Пелагея Ивановна вăрçă участникĕ, иккĕмĕш созыври СССР халăх депутачĕ. Мария Ивановна та пысăк чыса тивĕçнĕ çын. Ăна вĕрентÿ ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учителĕ ятне панă. Вăл Пĕтĕм Раççейри учительсен иккĕмĕш съездне хутшăннă. Елена Ивановна мăшăрланнă хыççăн чылай вăхăт Çĕпĕрте учитель пулса ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канура, Шупашкарта пурăнать.
Иван Андреевичăн аслă хĕрĕн, Александрăн, пурнăç условине кура вĕренме май пулман, апла пулин те вăл хăйĕн ывăлĕпе тивĕçлипех мухтанма пултарать. Анатолий Григорьевич–космоспа çыхăннă паллă çын. Вăл С.Королевпа тата Ю.Гагаринпа тачă çыхăнса тăрăшнă, уçлăха пăхăнтарас ĕçре малтисен шутĕнче пулнă. Нумай хут усă куракан космос карапĕ “Буран”, космос карапĕсен двигателĕсене тунă çĕрте чылай çул ĕçленĕ.
Васильевсем пирки те асăнмасăр иртме çук. Кил хуçи Александр Васильевич Васильев Турхана вĕренсе пĕтернĕ хыççăн направленипе килнĕ çын. Ăна кунта тÿрех хапăлласа кĕтсе илнĕ, педагогсемпе хăвăрт пĕр чĕлхе тупнă. Учитель тивĕçне чунтан юратса, ачасене тарăн пĕлÿ парас тесе пĕтĕм вăйран тăрăшнă. Ăслăлăх çулĕпе утма ĕмĕтленсе экзаменсем тытнă, наука кандидачĕ ятне тивĕçнĕ. Вăл вĕрентнĕ çамрăксенчен чылайăшĕ кайран аслă шкулсене вĕренме кĕрсе тĕрлĕ специальность илнĕ. Чăваш патшалăх университечĕн философи кафедрин ертÿçи В.Чекушкин профессор, Н.Эриванов композитор, А.Андреевпа В.Кервен тата Н.Кушманов сăвăçсем унăн вĕренекенĕсем пулнă.
Александр Васильевич мăшăрĕ, Анастасия Ивановна, Турхан шкулĕнче химипе биологи предмечĕсене вĕрентнĕ. Вĕсем пилĕк ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Ывăлĕсем ашшĕ-амăшĕн сăваплă ятне çÿлте тытаççĕ, виççĕшĕ учитель ĕçне суйласа илнĕ.
Художник, епископ, учитель, композитор, конструктор, ученăй...– пĕтĕмпех пĕр çемьерен, пĕр йăх-ран – чăваш йăхĕнчен, Турхан шкулĕнчен. Тĕлĕнмелле! Апла пулсан çемьепе йăх пурнăç никĕсĕ пулни паян никама та иккĕлентермест.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)