15 декабря 2010 г.
Вулавăшсем яланах культурăн нихçан сÿнми вучахĕ шутланнă. Çынна ăс-хакăл воспитанийĕ парас ĕçре вĕсен пĕлтерĕшĕ иксĕлми пуян. Ĕлĕкрех вулавăш кĕнеке управçи анчах пулнă пулсан, юлашки 5-6 çул хушшинче вăл çĕнĕ информаци центрĕ, илемпе пĕлÿ хыпарçи те пулса тăчĕ. Çакна
Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăна çÿрекенсем чылай пулни те çирĕплетет.
Хальхи вăхăтра кунта 2200 вулакан çÿрет. Вĕсен хушшинче служащисемпе рабочисем, шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, предпринимательсем, студентсем, пенсионерсем те пур.
2004 çулта пирĕн библиотека “тĕслĕхлĕ” пулса тăчĕ. Çак улшăну унăн ĕçĕ-хĕлне тĕпрен улăштарчĕ те ĕнтĕ. Библиотекăна шалтан та, тултан та юсав ĕçĕсем тунă, тĕрлĕ оргтехникăпа пуянлатнă. Вулакансем кĕнекесемпе, хаçат-журналпа, электронлă энциклопедисемпе, даннăйсен базисемпе паллашма, специалистсен консультацийĕсене илме пултараççĕ. Пирĕн библиотекăра халĕ 6 компьютер, 2 телевизор, DVD, музыка центрĕ, тĕрлĕ темăпа электронлă дисксем пур. 2010 çулта 23 хаçат, 24 тĕрлĕ журнал çырăнса илетпĕр. Библиотекăра вулакансем валли клубсемпе кружоксем йĕркеленĕ. Поэзипе интересленекенсемшĕн “Мехел”, çамрăк ăрăва сывă пурнăç йĕркипе пурăнма вĕрентес тĕллевпе “Ровесник” клубсем ĕçлеççĕ. Кунта наркомани, алкоголь, пирус ыйтăвĕсене сÿтсе яваççĕ çамрăксем. Унăн девизĕ “Чунпа та, кĕлеткепе те сывă пулар!” Пенсионерсем валли халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен районти центрпа пĕрле “Радость” клуб йĕркеленĕ. Вулакансем валли информаци пайĕнче “Ассоциация юристов России” тÿлевсĕр консультаци пункчĕ ĕçлет. Унта юристсем ыйтусене хуравлаççĕ. Кашни календарлă уяврах тĕрлĕ мероприяти иртет. Çынсем вулавăшра пĕр-пĕринпе курса калаçма, шухăш-кăмăла сÿтсе явма та пултараççĕ. Вулав залĕнчи хăтлăх хăйех лăпкăлăх парнелет. Çавăнпах пуль вăл нихăçан та çынсăр тунсăхламасть.
Акă нумаях пулмасть пирĕн вулавăша пĕр хĕрарăм кĕчĕ. Аллинчи пĕчĕк ачапа пысăк сумкăна курсан вулав залĕнче ĕçлекен Г. Шарягова хапăлласах пулăшма пулчĕ. Тепĕр библиотекарь, Н. Ракова ача амăшĕн ыйтăвĕн хуравне шырама тытăнчĕ. Информаци пÿлĕмĕнчи Л. Титова вара компьютера хута ячĕ. Кĕçĕн Арапуçĕнченех килнĕскер хăйне кăсăклантаракан ыйтăва хăвăрт та, туллин тивĕçтернĕшĕн хĕпĕртесе малашне библиотекăна татах кĕрсе тухма хирĕç пулманнине, килсе çÿреме кăмăллă иккенне пĕлтерчĕ.
Вулавăшсен ĕçĕ те пурнăçпа тан çĕнелсе пырать. Паянхи библиотекарь педагог та, психолог та, артист та, йĕркелÿçĕ те, ăс-хакăл пуххин управçи те.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)