01 декабря 2010 г.
Районти Мăшăрлану керменĕнче савăнăçлă мероприяти иртрĕ, ăна ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ О.Гусарова ертсе пычĕ. Ăшă лару-тăрăва Нăрваш Шăхалĕнче пурăнакан хисеплĕ мăшăра, пĕрле килĕштерсе пурăнакан Николаевсене тата “Çулталăк çемйи” конкурса хутшăннă, тĕрлĕ номинаципе мала тухнă çемьесене чĕннĕ.
Шăпах 55 çул каялла Арсентий Андреевичпа Зоя Гавриловна пĕр çемье çулĕпе утма кăмăл тунă. Кăçал çак мăшăр изумруд туйне паллă турĕ. Хăйсен мăшăрланăвне вĕсем юбилярсен хисеп кĕнекинче тепĕр хут алă пусса çирĕплетрĕç.
Николаевсем пилĕк ача пăхса ÿстерсе тивĕçлĕ воспитани панă. Халĕ вĕсен 6 мăнукпа пĕр кĕçĕн мăнук пур. Ачисемпе ашшĕ-амăшĕ чăннипех те савăнма, мухтанма пултараççĕ. Сăмах май, вĕсен пĕр ывăлĕ, Анатолий Арсентьевич, Чăваш Республикин физкультура, спорт тата туризм министрĕ.
Кил хуçи ĕмĕр тăршшĕпе çыхăнура тăрăшнă. Малтан Нăрваш Шăхалĕнче, кайран Патăрьелĕнчи ЭТУСра техник пулса ĕçленĕ. Çемье ăшшине упраканĕ тивĕçлĕ канăва кайичченех “Труд” хуçалăхра вăй хунă. Хисеплĕ мăшăра райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов нумай çул пурăнма сунса ăшшăн саламларĕ. Çамрăксен шăпах Николаевсенчен тĕслĕх илмеллине каларĕ.
Арсентий Андреевичпа Зоя Гавриловна пĕрле çакăн пек нумай пурăннин вăрттăнлăхне те уçса пачĕç.
–Çемьере яланах килĕшÿ, пĕр-пĕрне ăнланни кирлĕ, вара сывлăхĕ те пулать – терĕç пĕр-пĕрин çине ăшшăн пăхса. Аш-шĕпе амăшне ачисем, Анатолий Арсентье-вичпа Галина Арсентьевна, мăнукĕ ăшă сăмахсем каларĕç. Хĕрĕ юрăпа та савăнтарчĕ. Нăрваш Шăхаль ял поселени специалисчĕ Н.Михайлова саламланă май вĕсен çемйипе, ачисемпе чăннипех те мухтаннине пĕлтерчĕ, тĕслĕх пулса тата ял-йыша савăнтарса нумай çул пурăнма сунчĕ.
Малалла мероприятире “Çулталăк çемйи” конкурса хутшăннисене чысларĕç. Вĕсене райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов диплом тата парне парса хавхалантарчĕ. Аслă Чементи Кошелевсемшĕн (“Социаллă хастар çемье”), Анат Чакăри Шашкинсемшĕн (“Спорт çемйи”), Красномайскинчи Емельяновсемшĕн (“Творчество çемйи), Патăрьелĕнчи Раковсемшĕн (“Ĕçчен çемье”), Турханти Родионовсемшĕн («Юрă-кĕвĕллĕ çемье») çак савăнăçлă мероприяти чылайлăха асра юласса шанас килет. “Çулталăк çемйи” титула тивĕçнĕ Шăнкăртамри Абейдулловсем район чысне республика шайĕнче хÿтĕлерĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)