20 ноября 2010 г.
К.Ивановăн “Нарспи” поэми паянхи саманашăн та питĕ çывăх. Б.Чиндыков драматургпа Н.Казаков композитор поэмăна çĕнĕлле, урăх куçпа пăхса “Нарспи” мюзикл хатĕрленĕ. Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче юрăллă-ташăллă постановкăна Шупашкарти Чăваш патшалăх филармонийĕн сцени çине кăларнă. Нарспи ролĕнче пирĕн ентеш, Тури Тăрмăшĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищин 3-мĕш курсĕнче вĕренекен Алина Кудрявцева вылянă. Сетнере Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн чи çамрăк депутачĕ А.Васильев калăпланă.
Мюзикла курма Турхан ял поселенинчен ял поселени пуçлăхĕ А.Сымов ертсе пынипе делегаци кайнă. Çавăн пекех Алинăпа пĕрле савăнăçа ашшĕпе амăшĕ, Николай Васильевичпа Галина Витальевна, пĕр класра вĕреннĕ юлташĕсем пайланă, ăшшăн саламланă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)