17 ноября 2010 г.
Сумлă юбилей эрне варрине лекнĕрен тус-юлташне, тăван-пĕтенне пухассине канмалли куна хăварма шутларĕç Андреевсем. Апла пулин те Ольга Георгиевна кăнтăр апачĕ тĕлне духовкăран пăсланса тăракан вĕри кукăль кăларчĕ. Купăста яшки пĕçернĕ. Шарккăвĕ те хатĕр. Сĕтел хушшине ларса чи çывăх çынна ăшă сăмахсем каласа утса тухнă кун-çула тишкересси çеç юлнăччĕ.
Иртеççĕ кунсем, иртеççĕ çулсем...
Шăпах çав вăхăтра кĕсье телефонĕ сас пачĕ. Надя хĕрĕ иккен. Ашшĕне хисеплесе юбилей ячĕпе Чăвашрадио передачи урлă янă саламлă юрă итлеме сĕнет. Ун хыççăн Таня, Алеша шăнкăравларĕç. Пурте чуна çывăх сăмахсем каларĕç. Ашшĕпе савăннине, унпа тивĕçлипех мухтаннине пĕлтерчĕç.Юрату туйăмĕ те пулчĕ вĕсенче, тав сăмахĕ те илтĕнчĕ. Çитĕнекен ăру аякра пулин те çумрах туйрĕ вĕсене Петр Васильевич. Ачисем тимлĕх уйăрма пĕлнишĕн савăнчĕ. Апла пулсан тĕрĕс воспитани парса ÿстернĕ иккен вĕсене мăшăрĕпе.
“Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ” (1997 ç.), Раççей Федерацийĕн вĕрентÿ отличникĕ (1983 ç.), “Районти чи лайăх учитель” (1996 ç.), “Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи” (1973 ç.) тата ытти хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ, нумай-нумай Хисеп грамотипе тав çырăвĕ пухăннă çыннăн кун-çулĕпе паллашма мана та интереслĕ пулчĕ.
–Хушăнаççĕ çав çулсем, хушăнаççĕ,-терĕ сăмаха пуçланă май Тури Тăрмăшра пурăнакан П. Андреев. –Пĕчĕк чухне ялти кивĕ шкулта вăрçăлла вылянисем те асрах-ха. Килĕрен 6-7 ачаччĕ. Сĕм çĕрле пуличчен йывăçран тунă автоматсемпе сасă парса “перкелешеттĕмĕр”. Атте вăрçă участникĕ пулнă. Майор званийĕпе аманса таврăнчĕ. Икшер хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр тата Хĕрлĕ Ялав орденĕсене тивĕçнĕскерччĕ.
Улмисем йывăççинчен аякка ÿкмен
Пиллĕкĕн пĕртăван пулнă Андреевсем. Иккĕшĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланиччен кун çути курнă. Чи асли Шупашкарта тĕпленнĕ. Ĕçлĕ пурнăçне кĕперсем тăвассипе çыхăнтарнă. Паянхи кун та хăшĕ-пĕрин çинче Иван Васильевич алă пуснă йĕрсем уçăмлăн курăнаççĕ. Иккĕшĕ Çĕрпÿре тымар янăччĕ. Шел, пĕрин кун-çулĕ кĕскерех пулчĕ. Николай Васильевич вара тивĕçлĕ канура пулин те ĕçлет-ха. Нимĕç технологийĕпе хăй тутарнă выльăх-чĕрлĕх комплексне хута ярса продукци илессишĕн тимлет. Елена Васильевна Елчĕк районĕнчи Вырăскассине качча тухнă.
–Ĕмĕр сакки сарлака, теççĕ. Сакки сарлака пулсан та саркаланса лармашкăн пулаймарĕ-ха. Тивĕçлĕ канура киленесси çеç. Анчах ку таранччен пурăннă пурнăçăмпа савăнатăп. Пурнăç çулĕ çинче ырă çынсем тĕл пулнишĕн хĕпĕртетĕп. Атте панă вăйпа, ăспа, анне панă чунпа мухтанатăп. Пĕрремĕш учительница М.Куприянова асра. РСФСР тата Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ ятсене тивĕçнĕскер, çирĕп пĕлÿ никĕсне хывма пулăшрĕ. Математика учителĕ В. Гусев пурнăç çулне суйласа илмешкĕн сĕнÿ пачĕ. Ун хыççăн Чăваш патшалăх педагогика институчĕн математика факультечĕн аслă вĕрентекенĕ А. Столяров тивĕçлĕ ăс паратчĕ,–тет калаçăва малалла тăсса П. Андреев.
Итлесе ларнă майăн ирĕксĕрех тарăн шухăша путатăн. Кашни çынра ахах пĕрчи курать вăл. Вĕсенчен ыррине илет, лайăххи çумне лайăххине хушса ыттисем патне çитерет.
Çынна ĕç çĕклет
Дипломлă специалист Турханти вăтам шкула ĕçлеме таврăнать. Каллех телей: В. Гусевпа пĕрле 5 çул ачасене математика вĕрентет. Виталий Михайловича шкул директорне лартсан вара ертÿçĕ çумĕ пулать. 32 çул çак лава туртать. Çав вăхăтсенче Турхан шкулĕ районта та кĕрлесе çеç тăнă. Вĕрентÿ ĕçне сахал мар çĕнĕ методика кĕртнĕ. Вĕренекенсем район шайĕнчи, республикăри олимпиадăсенче, конкурссенче мала тухнă. Ăмăртусене пĕрне те сиктермен. Тăван шкулта пĕлÿ пухакансем аслă вĕренÿ заведенийĕ хыççăн юратнă педагогсем патне таврăннă. Паянхи кун та Т. Самарина биолог, О. Ефимова вырăс чĕлхи, Т.Раевская пуçламăш классен учительницисем, Н. Антонова тата ыттисем çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ пĕлÿ параççĕ. Мăшăрĕ, Ольга Георгиевна, математика предметнех вĕрентет.
Чăн-чăн арçыннăн çурт тумалла, ача-пăча ÿстермелле, йывăç лартмалла теççĕ. Çакна пурнăçланă П. Андреев. Ашшĕ çурчĕ йывăçран пулнă. Ăна кирпĕчрен çĕкленĕ. Сад пахчинче кашни çуркунне улмуççисем çеçке çураççĕ. Районта кăçал ялсенче никамăнах та панулми пулман. Андреевсен вара 2-3 йывăçĕ çимĕçпе савăнтарнă.
Петр Васильевичпа Ольга Георгиевна виçĕ ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Таньăпа Надя Турханти вăтам шкултан ылтăн тата кĕмĕл медальсемпе вĕренсе тухнă. Иккĕшĕ те аслă пĕлÿ илнĕ. Надя халĕ республикăри культура министерствинче, Таня тĕп архивра, Алеша “Чувашия” санаторинче ĕçлеççĕ. Таня çемьеллĕ. Кукашшĕпе кукамăшĕн мăнук та пур.
10-15 çул каялла Турханти вăтам шкулта 800-е яхăн ача вĕреннĕ. Классенче 40-шер ача пулнă. Паралеллĕ классем те пĕрре çеç мар.
Çитĕнекен ăру савăнтарать
–Ачасем матурах пулчĕç. Хĕрачисем вырăс, чăваш чĕлхипе республикăра ирттернĕ олимпиадăра мала тухма та пултарчĕç. Хамăн чĕнтĕр çыхма, тĕр тĕрлеме вăхăт юлмастчĕ пулин те Надьăпа Таня ал ĕçне те вĕренсе ÿсрĕç. Надя шкул мастерскойĕнче ĕç урокĕнче ăсталанă шкатулка халĕ те илем кÿрсе ларать, –калаçăва хутшăнать пирĕнпе Ольга Георгиевна. Тĕрĕсех ĕнтĕ. Алса-чăлха çыхмалла пулнă ун чухне. Ача кофти, кĕпи те лавккара пулман. Пуставран касса çĕленĕ.
Ял интеллигенцийĕ обществăлла пурнăçа сахал хутшăннă-им. Икĕ созыв вырăнта тата район советĕнче халăх депутатне суйланнă. Агитатор пулнă. Ял совечĕ çумĕнчи халăх сучĕн председательне суйланă. Физкультура учителĕ пулмасан та çамрăксене спортпа пиçĕхтерес енĕпе те ĕçленĕ. Волейбол, кĕрешекенсен секцийĕсене ертсе пынă. Шкулти учительсен комсомол организацийĕн секретарĕ пулнă. Тепĕр паха енне те палăртса хăварасах килет. Шкул администрацийĕ кашни ачана аталанма кирлĕ услови туса парассине мала хуни вăл. Пурте ăспа палăраймаççĕ-çке. Теприн алли-ури ăста. Виççĕмĕшсем спорт енĕпе аталанаяççĕ. Кашни ача валли уйрăм вĕрентÿ планĕпе ĕçленĕ тесен те йăнăш пулмĕ.
Шкулта районти спорт, ÿнер шкулĕсен филиалĕсем ĕçленĕ. Ташă-юрă чун уççи пулнă Петр Васильевичăн. Уйрăмах драма кружокне кăмăлланă вăл. Спектакльсемпе районта çитмен ял сайра юлнă-тăр. Хăшĕ-пĕринпе сцена çине икшер хут тухнă. Зал тулли халăх пуçтарăннă клуба.
–Лев Салмин ăста режиссерччĕ. “Виçĕ ывăл” спектакле халăх уйрăмах килĕштернĕччĕ,–аса илет сцена ăсталăхĕ çинчен сăмах пуçарсан П. Андреев.
Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Малашлăх ĕмĕчĕсем те ырă.
–Ачасене ура çине тăратрăмăр. Тĕнчен кирек хăш кĕтессине çитме пултараççĕ. Алеша, акă, Турцине, Египета кайса килчĕ. Малашлăхра вĕсене мăшăрлантарса мăнукăмсемпе савăнса пурăнасшăн. Хуньăм вĕлле хурчĕ тытнă. Ĕрчетес шухăш пур. Мăшăрăм ку енĕпе специалист тесен те йăнăшмастăп. 40-шер çемьене çитернĕ вăхăтсем пулнă вĕсен,–тет Петр Васильевич.
Ĕçчен çынна чăвашра вĕлле хурчĕпе танлаштараççĕ. Ĕçченлĕхĕ çитет Андреевсен. Умри тĕллевĕсене пурнăçлама пултараяççех вĕсем. Юбиляра саламланă май пĕр вĕçĕм ăнакан пурнăç çеç сунар эппин.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)