Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Абейдулловсен çемйи район чысне хÿтĕлĕ

27 октября 2010 г.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн постановленийĕпе килĕшÿллĕн кăçал виççĕмĕш çул Чăваш Енре “Çулталăк çемйи” конкурс иртет. Маларах вара ăна районсенче йĕркелеççĕ. Йăлана кĕрсе пыракан мероприяти кăçал та Юхмапа Пăла тăрăхĕнче кăсăклă иртнĕ. Анчах çакна та палăртса хăвармалла. Конкурса кăтартуллă çемьесем кашни ял поселенинченех хутшăнман. Хальхинче Патăрьел, Аслă Чемен, Первомайски, Кзыл Чишма, Турхан, Шăнкăртам ял поселенийĕнчи çемьесем çеç хăйсен пултарулăхне кăтартнă.

Турханти Родионовсен çемйи юрă-кĕвĕпе питĕ туслă. Ружена Владимировнăпа Николай Васильевич юрра-ташша ăста çынсем. Родион ывăлĕпе Карина хĕрĕ те тĕрлĕ конкурс-фес-тивальте пĕрре мар çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ. Çакна шута илсе Родионовсене “Юрă-кĕвĕллĕ çемье” номинацире палăртнă.

“Çулталăк çемйи” конкурсăн тĕп титулне Шăнкăртамри Абейдулловсем çĕнсе илнĕ. Телгать Киаметдиновичпа Гелсирень Гадельзяновна икĕ хĕрпе пĕр ывăл çитĕн-тереççĕ. Çемьере вĕсен яланах килĕшÿ, ăнлану, лăпкăлăх хуçаланать. Çемье пуçлăхĕ Афганистанра çар хĕсметĕнче пулнă, спортпа питĕ туслă. Г.Абейдуллова Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ. Хăйĕн ĕçне тÿрĕ чунпа пурнăçласа пынăшăн вăл Раççей Федерацийĕн Президенчĕн премине, Чăваш Республикин Президенчĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ тата ытти те.

Районти конкурсра çĕнтернĕ Абейдулловсен çемйине республикăри тупăшура хутшăнма ăнăçу сунатпăр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика