16 октября 2010 г.
Унăн “Правосознание, свобода и ответственность в жизнедеятельности человека” монографине хакланă май çапла çырни пур:”Милици полковникĕ, Владимир Александрович Купцов, философи наукисен кандидачĕ, чылай вăхăт хушши РСФСР ăн шалти ĕçсен министерствин тĕрлĕ органĕнче тăрăшнă. 2002 çулта Чăваш Республикинчи Шăмăршă районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн начальникĕнче ĕçлекенскер Шупашкарта вырнаçнă Чулхулари шалти ĕçсен министерствин академин филиалĕнче ĕçлеме пикеннĕ.Халĕ вăл унта кафедра ертÿçи. Вăл наукăра та, педагогикăра та пысăк ĕçсем туса пырать.”
Пирĕн ялта тепĕр полковник та пур. Вăл Петр Иванович Петров. Ентешсем шкулта вĕреннĕ чухнех ла-йăх вĕреннĕ, дисциплинăллă, авторитетлă, ĕçре хастар пулнă. Эпир, вĕрентекенсем, вĕсем лайăх çынсем пулса ÿсессе ĕненсе пурăннă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)