Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кроса йышлăн хутшăнчĕç

09 октября 2010 г.

Еншикре тĕнче класлă спорт мастерĕ Ф. Краснова парнисемшĕн йăлана кĕнĕ кĕрхи çăмăл атлетика кросĕ иртрĕ. Ăмăртусене 12 вăтам, 3 пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенчи, 3 ял поселенийĕнчи 300 ытла спортсмен хутшăнчĕ.

Пухăннисене район пуçлăхĕн çумĕ М. Калмыков, физкультурăпа спорта аталантаракан тата çамрăксен политикин центрĕн директорĕ Ю. Васюткин тата ыттисем саламларĕç.

5-7-мĕш классенче вĕренекен хĕр ачасем 500 метрлă дистанцинче чупрĕç. Первомайскинчи вăтам шкулти А. Клементьева çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Иккĕмĕш вырăна Аслă Чементи вăтам шкулти А.Семенова, виççĕмĕшне Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти А.Михайлова йышăнчĕç.

Арçын ачасем вара 1000 метрлă старта тăчĕç. Первомайскинчи вăтам шкулти Н. Маркиданов пĕрремĕш, Аслă Чементи А. Кадушкин иккĕмĕш, Нăрваш Шăхалĕнчи В. Сергеев виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

8-9-мĕш классенче вĕренекен хĕр ачасем те 1000 метра чупрĕç. Кунта Нăрваш Шăхалĕнчи К. Егоровăна çитекенни пулмарĕ. Ун хыççăн финиша Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти А. Васильева тата А. Никифорова кĕчĕç.

8-9-мĕш классенчи арçын ачасенчен 2000 метра чи лайăх вăхăт Турханти вăтам шкулта вĕреннĕ, халĕ Шупашкарти олимп резервĕсен училищинче пĕлÿ пухакан Д.Ларкузов кăтартрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Первомайскинчи вăтам шкулти А.Верликовпа А. Фомин.

Çак дистанциех 10-11-мĕш классенче вĕренекен хĕр ачасенчен Аслă Чементи вăтам шкулти М. Самделова, Нăрваш Шăхалĕнчи А. Петрова, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Н. Хураськина лайăх кăтартусемпе вĕçлерĕç.

Ăмăртура пĕрремĕш вырăна пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсен командисенчен Первомайскисем, иккĕмĕшне Нăрваш Шăхальсем, виççĕмĕшне Аслă Чеменсем тухрĕç. Вăтам пĕлÿ илекен шкулсенчен вара Первомайскисем каллех малти вырăна, Аслă Чеменсем иккĕмĕшне, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем виççĕмĕш вырăна йышăнчĕç.

Хĕрарăмсенчен Пикшик ял поселенийĕнчи Е. Краснова, Н. Маслова, Г. Мусина, А. Алексеева, Турхан ял поселенийĕнчи И. Еремеева, М. Куприянова, Т. Самарина, Е. Пчеловодникова çĕнтерÿçĕсем пулчĕç.

Пикшик ял поселенийĕнчи И.Атеев, А. Камалетдинов, В. Степанов, А. Филиппов, П. Семенов, Турхан ял поселенийĕнчи С. Еремеев, А.Сымов, Т. Давыдов, В. Куприянов, Сăкăт ял поселенийĕнчи Н. Ларионов, Комсомольски районĕнчи А. Терентьев арçынсенчен çĕнтерÿçĕсен призĕсене тивĕçрĕç.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика