Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юн пани сăваплă Пулăшу кирл

22 сентября 2010 г.

Больницăсенче чирлĕ çынсене сыватма юн çитменни пирки тухтăрсем чылайранпа чан çапаççĕ. Ахальтен мар теракт, техногенлă авари е çут çанталăк кÿнĕ инкек хыççăн кашнинчех ял-хулара пурăнакансене ятарлă станцисене килме, юн парса çынсене пулăшма чĕнеççĕ. Хатĕрлени пĕтнĕ, саппас çук - мĕн тăвăн!

Сăлтавĕ паллă: çĕр-шывра донорсем çитмеççĕ. Совет Союзĕ вăхăтĕнче /1991 çулччен/ вĕсен йышĕ 12 миллион пулнă. Раççейре 1997 çулта вĕсем 4 миллион шутланнă. 2007 çул тĕлне çак йыш икĕ хут ытла чакрĕ: 1,8 миллион тăрса юлчĕ. Юлашки кăтартусем тăрăх паян Раççейре 1000 çын пуçне 13 донор тивет.

Хисеплĕ донорсем

Чăваш Енре лару-тăру еплерех-ши? Çак ыйтупа кăсăкланса Патăрьел районĕнчи тĕп больницăна çул тытрăм. Сăмах пуçарма шăпах меллĕ саманта лекрĕм.Тĕп тухтăр пÿлĕмне больница активĕ «Раççейĕн хисеплĕ донорĕн» ятне тивĕçнĕ Патăрьел çыннине Вениамин Николаевич Кошкин пенсионера чыслама пухăннă. Вăл утмăл икĕ çула çитсе 42 хутчен юн панă. Ку документсемпе çирĕплетни-ха. Шута илменни те сахал мар. Çур çĕр варринче тăратса стационара чĕнсе илнĕ чухне кашнинчех справка çырман та! Чирлĕ çынна вилĕм çавинчен хăтарни темрен паха.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче «СССР хисеплĕ донорĕ» тата «Раççей хисеплĕ донорĕ» кăкăр çине çакмалли паллăсене тивĕçнисем халĕччен 32-ĕн пулнă. Паянтан вара тепĕр çын хушăнать. Ырă ята тивĕçнисенчен районти каçхи вăтам шкул директорне, Сăкăт чăвашне Анатолий Пирогова палăртмалла, вăл 65 хутчен юн панă. Пĕрремĕш хут - студент чухне, Чăваш педагогика институтĕнче иккĕмĕш курсра вĕреннĕ вăхăтра. Унтанпа пĕр çул та сиктермен.

Больницăри мероприятие сывлăх сыхлавĕн ветеранне Раиса Дмитриевна Толстовăна та чĕннĕ. Вăтăр çул ытла районăн аслă фельдшерĕнче ĕçленĕ пенсионеркăн аса илмелли те нумай пулчĕ...

Историсĕр пуласлăх çук

Донорсен массăллă юхăмĕ Патăрьел районĕнче иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче пуçланнă. Çакна чи малтанах Р.Д.Толстова ячĕпе çыхăнтармалла. Ун чухне ăна, тĕп больницăн йĕркелÿпе методика кабинечĕн ертÿçине, Хĕрлĕ Хĕреспе Хĕрлĕ çурма уйăх обществин районти комитечĕн председательне суйланă. Хăйĕн тĕп тĕллевне вăл сумлă та пархатарлă ĕçре - халăха юн пама явăçтарассинче курнă. Ку - хăй тĕллĕн пулакан япала мар. Çынсене чĕре патне çитекен сăмахсемпе ăнлантармалла. Тепĕр чухне хистемелле те. Çитмен организаци, учреждени, предприяти хăварман: ĕç коллективĕсене пухса пайтах лекци вуланă, тĕл пулусем йĕркеленĕ. Çав вăхăтри парти, профсоюз, комсомол организацийĕсен вăйĕпе те анлăн усă курнă. Çавăнпах Патăрьелĕнчи тĕп больницăра уйăхсерен ирттерекен донор кунĕсене виç çĕр-тăват çĕр çынран кая мар пухăннă, район вара республикăра малтисен ретĕнче тăнă.

Çитĕнĕве пĕччен тăваймăн. Раиса Дмитриевна паян та Мария Гусарова, Лидия Разыграева, Рудольф Толстов, Зинаида Губанова, Александра Бородова активистсен ячĕсене ырăпа асăнать. Туçари участок больницин тĕп врачне Вера Никитинăна Пирогов ячĕллĕ сĕтелçи паллипе наградăланă. Р.Толстовăна хăйне те общество 60 çул тултарнă ятпа, «Донор юхăмăн чи лайăх пропагандисчĕ» диплом панă.

Сăмах май, Улатăр хулипе районĕнче çак кăтарту улттăран, Хĕрлĕ Чутай, Куславкка, Çĕрпÿ, Çĕмĕрле /хули те/ районĕсенче вун пĕртен иртмен е Патăрьелсенчен пилĕк-виçĕ хут пĕчĕкрех.

Кăçал та лару-тăру йĕркеллех пулма тивĕçлĕ. Хальлĕхе пилĕк çĕрте - Патăрьелĕнчи тĕп больницăра, Туçари, Турханти, Аслă Арапуçĕнчи тата Ксыл Чишмари пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсенче - донор кунне йĕркеленĕ, вĕсенче 839 çын 255 литр юн панă. Графикпа килĕшÿллĕн çулталăк вĕçлениччен тепре ирттерме палăртнă. Çавăнпа пĕлтĕрхи кăтарту шайне çитме /тен, ÿстерме те/ шанчăк пур.

Йыша ÿстерме пулать-и?

Çакăн пек ыйту панăччĕ эпĕ СССР сывлăх сыхлавĕн отличникне, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачне, Ксыл Чишмари пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмне /маларах -участок больницине/ хĕрĕх çула яхăн ертсе пыракан Энвер Алимуллович Валиуллина. Çу уйăхĕнче ирттернĕ донор кунĕнче унти сывлăх çуртне юн пама 104 çын пынă. Ĕлĕкрех вара ик çĕртен иртни те пĕрре мар пулнă.

- Вăхăта тата саманана кура хальхи йыша эпĕ пĕчĕк темĕттĕм, - тет медицина шур сухалĕ. - Эпĕ ĕçе пикеннĕ çулсенче ялсенче халăх йышлăччĕ. Пирĕн участок территорийĕнче кăна виçĕ вăтам шкул кĕрлесе ларатчĕ, ача сачĕсем пурччĕ. Вырăнти «Ленинец» колхоз çĕр-çĕр çынна ĕçпе тивĕçтернĕ. Ялти çĕвĕ цехĕнче кăна 80 хĕрарăм вăй хуратчĕ. Хуçалăх, парти, совет активĕ анлăччĕ. Халĕ икĕ шкул кĕçĕн классем валли кăна юлчĕ. Ялта яш-кĕрĕм сахал. Арçынсем хĕлĕн-çăвĕн Мускава е ытти региона ĕçе çÿреççĕ. Тепĕр енчен, юн панăшăн хавхалантарни çитмест. Унччен икĕ кун /вăтам ĕç укçине сыхласа/ канма ирĕк панă е черетлĕ отпуск çумне хушнă. Çакă кăмăла хăпартнă. Халĕ справка илсе каяс - колхоз текенни саланнă-пĕтнĕ, ĕçлекенсене те тÿлеймест. Кама кирлĕ донор? Юн панăшăн 120 тенкĕ тыттарни те питĕ сахал, пĕрре ларса çимелĕх кăна. Ĕлĕк вара çавăнпах столовăйне кĕме кăна мар, ачасене е мăнуксене савăнтарма теттепе кучченеç илсе килмелĕх те юлнă... Паллах, тĕллевсĕр, хăйĕн кăмăлĕпе юн паракан халăха укçа-тенкĕпе илĕртни кирлĕ. Питĕ кирлĕ. Анчах чунпа ăс-тăн енчен хавхалантарни çинчен те манмалла мар. Çакăн пирки опытлă врач чылайччен калаçрĕ. Çав истори кустăрминех икĕ теçетке çул каялла çавăрса пăхар-ха. Пуçласа юн паракансене пурне те асăнмалăх-савăнмалăх «Юн тумламĕ» хитре паллă паратчĕç. Малалла III степень «СССР донорĕ» паллăпа хавхалантаратчĕç. Вуннă тата вун пиллĕк хут юн панă хыççăн - II тата I степеньлисене. Çирĕм пиллĕкрен вара - «РСФСР хисеплĕ донорĕ», унтан - Совет Союзĕн. Патшалăх çăмăллăхĕсем те хушăннă. Кăмăллă-çке! Мĕншĕн çак ырă йăлана тавăрас мар?

... Лайăх пĕлекен тусăма лăплантарма витĕмлĕ хурав тупаймарăм.

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика