08 сентября 2010 г.
Иртнĕ шăматкун, авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче, район центрĕнчи “Паттăр” стадионта “Авангард”, “Советская Чувашия” хаçатсемпе район пуçлăхĕн парнисемшĕн çуран чупассипе эстафета ăмăртăвĕ пулчĕ. Старта 300 ытла спортсмен тăчĕ. Финиша вара вăйлисенчен вăйлисем пĕрремĕш çитрĕç.
Спортсменсене район пуçлăхĕ Н. Глухов, район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р. Селиванов, Чăваш Республикин Гражданла хÿтлĕхпе чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн председателĕ В. Петьков, районта тухса тăракан “Авангард” хаçатăн тĕп редакторĕ З. Александрова, Патăрьел ял поселенийĕн пуçлăхĕ А. Ялуков саламларĕç, йăлана кĕнĕ спорт уявĕнче пурне те пысăк хавхалану, çĕнтерÿ сунчĕç.
Тĕп ушкăнта районти организаци-предприяти, учрежденисенчен 13 коллективри спортсменсем тупăшрĕç. Командăсен чысне пилĕк арçынпа пилĕк хĕрарăм хÿтĕлерĕç. Çак ушкăнра чупакансене пăхма пушшех кăсăклă пулчĕ. Тĕрлĕ çулти спортсменсем эстафета патакне илчĕç. Яланхи пекех Патăрьелĕнчи Перекет банкĕн, районти шалти ĕçсен пайĕн, “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕн спортсменĕсен чупу техники пысăк шайра пулнине палăртмалла, çавăнпа та вĕсем малтанхи çаврăмсенче чылай парăнмасăр ăмăртрĕç: е пĕри, е тепри пĕр-пĕринчен иртсе кайрĕç. Финиша вара банкирсем хăйсен ялавĕпе малтан килсе кĕчĕç. Йĕрке хуралĕн спортсменĕсем иккĕмĕш, “Паттăр” спорткомплексĕн команди виççĕмĕш вырăнсенче. Çак ушкăнра чупакансенчен кăçал уйрăмах Турханти психоневрологи интерначĕн чысне хÿтĕлекенсем тĕлĕнтерчĕç. Ăс-тăн тĕлĕшĕнчен ыттисемпе тан мар пулсан та вĕсем хăйсен ушкăнĕнче чупакан спортсменсене пĕрин хыççăн теприне хыçа хăварса тăваттăмĕш вырăна чăннипех те тăрăшса çĕнсе илчĕç. Иртнĕ çулхи эстафетăра вĕсем саккăр-мĕшсем пулнă. Коллектив сывă пурнăç йĕркине тытса пынине, ĕçченсене физкультурăпа спорта явăçтарнине ырламалла çеç.
Район пуçлăхĕн кубокне каллех Первомайски ял поселенийĕн спортсменĕсем тивĕçрĕç.
Мала тухнă командăсене район пуçлăхĕн çумĕ Р. Селиванов,«Авангард» хаçатăн тĕп редакторĕ З. Александрова саламларĕç, спортра малашне пысăк çитĕнÿ тума ырă сунчĕç, тивĕçлисене диплом тата медаль парса чыс турĕç.
Çĕнтерÿçĕсем авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче тĕп хуламăрта “Советская Чувашия” хаçат парнисемшĕн иртекен ăмăртусене хутшăнĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)