01 сентября 2010 г.
Турханта пурăнакан Николай Дмитриевичпа Татьяна Васильевна Ивановсем çак кунсенче савăнăçлă хыпар илнĕ. Вĕсен Дима ывăлĕ (ÿкерчĕкре) службăра тăракан çар чаçĕн командирĕ тав çырăвĕ янă. Унта вăл Дмитрий Николаевич çар тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлани, хăйне шаннă хĕç-пăшалпа тата çар техникипе тĕрĕс ĕçлеме пĕлни, вĕренÿре, службăра тăрăшулли пирки пĕлтернĕ. Юлташĕсем тата командирсем ăна хисеплени, пуриншĕн те тĕслĕхли çинчен асăннă.
Д. Иванов 1988 çулта Турхан ялĕнче çуралнă, 1995-2006 çулсенче çак ялти вăтам шкулта вĕреннĕ. Ун чухнех пĕлÿ патне туртăнни, нумай пĕлме тăрăшни сисĕннĕ. 2006 çулта Шупашкарти хула хуçалăх техникумне ăс пухма кĕнĕ. 2009 çулта Мускаври строительсен уçă институчĕн студенчĕ пулса тăнă. Пĕлтĕрхи декабрь уйăхĕнче Раççей Çарĕн ретне тăнă.
Димăна лайăх пĕлекен çынсем, ашшĕпе амăшĕ вăл пĕчĕклех сывлăх енчен тĕреклĕ, хаваслă, техникăпа кăсăкланакан ача пулнине палăртаççĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра та шкул, район, республика шайĕнче иртекен спорт ăмăртăвĕсене хутшăннă. Вăл ирĕклĕ майпа кĕрешессипе спорт мастерĕн кандидачĕ.
Çĕр-шыва юрăхлă, маттур ывăл ÿстернĕшĕн Ивановсен мухтанмалăх пур.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)