Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта митрополит Варнава пулнă

01 сентября 2010 г.

Иртнĕ шăматкун пирĕн районта Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава пулнă. Ăна район пуçлăхĕ Н. Глухов кĕтсе илнĕ. Тĕл пулура вĕсем чăн малтанах çитĕнекен ăрăва воспитани парас ыйтăва хускатнă.

Малалла митрополит Варнава Турханти чиркÿре пулнă, Успени Турă Амăшĕ ячĕпе уяв литургине ирттернĕ. Унта Шупашкарпа Чăваш Ен епархийĕн Кăнтăр V округĕн Благочиннăйĕ Сергий иерей, чиркÿсен настоятелĕсем, Турра ĕненекенсем, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕн пил илме, сыпма килнĕ шкул ачисем йышлăн хутшăннă.

Митрополит Варнава Çăл Атăкра ял хас-тарĕсем хăйсен вăйĕпе çĕнетнĕ хăтлă çăл куçа кĕл туса тасатнă. Кунта арçынсемпе хĕрарăмсем чÿхенсе тухмалли уйрăм пÿлĕмсем пур. Ватăсем аса илнĕ тăрăх, çак вырăнта виçĕ çăл куçпа мĕн ĕлĕкех тавра ялсем те усă курнă-мĕн. Владыка вырăнсенче çакнашкал пуçаруллă çынсем ырă ĕç тунине ырланă.

Юлашкинчен митрополит Варнава Тăрăнти чиркÿре пулнă, Турра ĕненекенсене уяв ячĕпе саламланă, сĕмсĕррĕн вĕлернĕ Анатолий Сорокин протоиерей вил тăпри умĕнче пуç тайнă, кĕлĕ ирттернĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика