25 августа 2010 г.
Иртнĕ эрнере Хурама Тварта Чăваш Республикинчи радиопа телевидени кăларăмĕсене паракан филиалăн проектпа техника уйрăмĕн пуçлăхĕ С. Кузьмин, кунти тĕп инженер И. Плотников пулнă, Турхан ял поселенийĕн пуçлăхĕпе А. Сымовпа республикăра цифрăллă телевидени валли хум тытакан вышка вырнаçтармалли вырăнпа паллашнă.
Çĕнĕ шухăш пурнăçа кĕрсен ял халăхĕ радиопа телевиденин 20 программипе тÿлевсĕр усă курма пултарĕ. Çакă вара пуриншĕн те меллĕ.
Ĕçлĕ çул çÿрев вăхăтĕнче проектпа техника уйрăмĕн специалисчĕсем Хурама Твар таврашĕнчи темиçе участока та пăхса тĕпченĕ. Çывăх вăхăтра вĕсен сĕнĕвне те республикăн телевидени передачисене аталантармалли центрăн ĕç ушкăнĕ пăхса тухса сÿтсе явĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)