11 августа 2010 г.
Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Енре 821 пушар тухнă. Вĕсенче 45317, 9 пин тенкĕлĕх пурлăх çунса кĕлленнĕ. Вут-çулăмра 63 çын, çав шутра 2 ача, вилнĕ. Июлĕн 25-мĕшĕнче çеç республикăри вăрмансенче 7 çĕрте вут-çулăм алхаснă. Вăл 358 гектар лаптăка ярса илнĕ. Пушар сезонĕ пуçланнăранпа Чăваш Енри вăрмансенче пĕтĕмпе 132 пушар тухнă.
Пурте - нимене
Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем граждансен пухăвĕсене ирттересси йăлана кĕчĕ. Акă нумаях пулмасть Патăрьел районĕнчи Упамса ял çыннисем пĕрле пухăнса калаçнă. Пухăва Турхан ял тăрăхĕн ертÿçи А.Сымов ертсе пынă. Упамса - вăрман варринче тĕпленнĕ ял. Çавăнпа пушартан сыхланмалли куç кĕрет. Шăрăх çанталăкра ял çыннин асăрхануллă пулмалли пирки палăртнă Александр Николаевич. Вăрманта çеç мар, ун çывăхĕнче те кăвайт чĕртме юраманни, ачасем шăрпăкпа вылясран асăрханмалли, урамри, кил картинчи пушă савăт-сапана, çÿп-çапа пуçтармалли çинчен каланă вăл. Каçхи хурал йĕркелеме сĕннĕ. Инкек сиксе тухас тăк шыв илмелли вырăнсене хатĕр тытассине, кашни кил умĕнчех тулли савăт пулмаллине палăртнă. Çавăн пекех выльăх-чĕрлĕх пирки те сăмах пуçарнă. Ял халăхĕ тăрăшнипе пĕвеленĕ пĕве типсе ларнăран ĕне выльăха тапăр вăхăтĕнче киле антарма калаçса татăлнă Упамсасем. Шăрăха пула выльăх-чĕрлĕх те хĕн курать-çке.
Пухăнса калаçнă хыççăнах ял халăхĕ ĕçе тытăннă: шыв уçлакан кивĕ башньăна юсанă. Халĕ ял-йыш выльăх-чĕрлĕх валли, кил таврашĕнче усă курма шыв унтан илет. Анчах та унпа тирпейлĕ усă курмалли çинчен те асăрхаттарсах тăраççĕ ертÿçĕсем. Мĕншĕн тесен ял халăхĕшĕн пĕртен-пĕр çăл куç шутланать вăл. 200-е яхăн киле шывпа тивĕçтерет çак башня. Ялта чылай пусă типнĕ. Кăнтăрла вăхăтĕнче мунча, кил тĕрĕшре вучах чĕртме юраманни пирки те халăха хытарсах асăрхаттарнă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.
Ял комитечĕн председателĕ Ф.Белков тăрăшнипе урамсене, ферма таврашне çÿп-çапран, пушă савăт-сапаран тасатнă. Шăрăх çанталăкра кĕленче, пластмасс савăтсем пушар тухас хăрушлăха вăйлатаççĕ. Çавăнпа та вĕсене унта-кунта пăрахма кирлĕ мар.
Упамса ял комитечĕн тепĕр ырă ĕçĕпе те паллаштарас килет вулакана. Ниме вăйĕпе ял халăхĕ пушара хирĕç кĕрешмелли хатĕр-хĕтĕр пуçтарма тытăннă. Хăшĕ пусма, тепри шыв турттармалли цистерна, виççĕмĕшĕ прицеп илсе пыраççĕ ятарлă пункта. Халĕ Упамсасен мотопомпа туянмалли çеç юлнă. Ун валли те ял халăхĕ килсерен укçа пухать. «Çапла, хамăр тăрăшмасан кам ăшталантăр пирĕншĕн; Çĕршывĕпех вăрмансем çунаççĕ. Инкеке вара - пĕлеймĕн. Çавăнпа та сыхă тăмалла», - терĕ ял тăрăхĕн специалисчĕ И.Данилов.
Турхан ял тăрăхне кĕрекен ытти ялта та çакнашкал пухусем ирттернĕ.
Пур çĕрте те - каçхи хурал
Шăмăршă районĕ те вăрман варринче вырнаçнă. Çавна май пушара хирĕç кĕрешес ыйтăва çирĕп пăхăнаççĕ кунта. «Кашни ялтах каçхи хурал йĕркеленĕ, - пĕлтерет район администраци пуçлăхĕ В.Фадеев. - Ялсемпе вăрман хушшисене 3-5 метр сухаласа тухнă, шлагбаум вырнаçтарнă. Кашни ял тăрăхĕнчех çак енĕпе ятарлă çын çирĕплетнĕ, вăл ял хушшинче тĕрĕслев ирттерет. Районти пушар машинисем «15 единица», тракторсем «5 единица» хатĕр тăраççĕ. 30 мотопомпăна та çак тĕллевпех хатĕрленĕ. Ял тăрăхĕсенче граждансене пухса калаçасси йăлана кĕчĕ. Вĕсене пушар хăрушлăхĕ çинчен асăрхаттарсах тăратпăр».
Асăннă районти Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕн ертÿçи В.Матвеев каланă тăрăх, шыв çителĕклĕ кунта. 2008 çулта «Таса шыв» программăпа усă курса шыв пăрăхĕсем хута янă, колонкăсем лайăх ĕçлеççĕ. 500 киллĕ ялта виçĕ емкость вырнаçтарнă, 2 скважина ĕçлет. Асанкассинче вара шыв ыйтăвĕ çивĕчрех. Ял халăхĕ тăрăшнипе пĕве пĕвеленĕ, паллах, расхутне хăйсемех саплаштарнă. Анчах та шăрăх çанталăка пула пĕвере шыв чаксах пырать. «Мотопомпа пурри çав тери аван, - тет Владимир Димитриевич. - Уйра типĕ курăк хыпса илчĕ, ăна çийĕнчех мотопомпăпа сÿнтертĕмĕр».
Асăннă ял тăрăхĕн территорине «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕ кĕрет. Çавна май 2 пушар машини «18 тонна шыв кĕрет вĕсене», 1 трактор яланах хатĕр тăраççĕ. Ялта пушар тухас тăк «01» машинăсем çийĕнчех çула тухаççĕ. Кун пирки ял тăрăхĕпе наци паркĕ килĕшÿ те тунă.
Çапла, вут-çулăм чĕлхи çав тери вăрăм. Шăрăх çанталăкра пушар хăрушлăх кăларса тăратма пултарнине пурин те ăнланмалла. Сыхланакан çынна вара Турă та сыхлать тени тĕрĕсех пулĕ.
Источник: "Хресчен сасси"