09 июня 2010 г.
Тури Тăрмăшра вăрçă тути-масине чĕре витĕр кăларнисем сахал мар. Вĕсенчен пĕри – Ф. Андреева. Вăл Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин инваличĕн, Алексей Кузьмичăн, мăшăрĕ. Паян Федосия Захаровнăн пурнăç пăрнăçĕнчи пăтăрмахсене аса илмелли пайтах. Хĕрача 11 çулта чухне вĕсен çемйине сăлтавсăр айăпласа ссылкăна янă. Вăрçă пуçланнă çулхине çемье çавăрнă хыççăн та пурнăçĕ пыл та çу пулман, мăшăрне тăшмана хирĕç кĕрешме илсе кайнă. Йывăр аманнă хыççăн яла таврăнсан терт-нушана парăнтарса Андреевсем çичĕ ача пăхса çитĕнтернĕ, ура çине тăратнă. Тăхăрвуннăри кинемей паян вĕсен савăнăçĕпе чунне пусарать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)