Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулас инженерсен шкулĕ ĕçлет

29 мая 2010 г.

Турханти вăтам шкулта аслă классенче вĕренекенсем “Пулас инженерсен шкулне” çÿреççĕ. Унăн занятийĕсене Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕсемпе аслă преподавателĕсем ирттереççĕ. Ачасем университетри тĕл пулусене хутшăнаççĕ. Кунта çакна та палăртма кăмăллă. Иртнĕ çул алла аттестат илнисенчен вун иккĕшĕ шăпах техника енĕпе аслă шкулсенче пĕлĕвĕсене малалла тăсаççĕ.

Пĕлÿ памалли условисем пур шкулта. Кабинетсене компьютерсемпе, принтерсемпе, мультимедиапроекторсемпе комплектланă. Проектсем, рефератсем тума, уроксене, экзаменсене хатĕрленме интернетпа усă кураççĕ. Географипе, биологипе, химипе, историпе, музыкăпа, информатикăпа, математикăпа, физикăпа электронлă учебниксем пур.

Ăста кадрсем ĕçлеççĕ шкулта. Иккĕшĕ “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ”, тăваттăшĕ “Вĕренÿ отличникĕ” ятсене тивĕç пулнă. Вĕсем район тата республика шайĕнчи конкурссене хутшăнаççĕ. Педагогсем хăйсен пĕлĕвне республикăри вĕрентÿ институчĕн курсĕсенче ÿстереççĕ. Районти методика пĕрлешĕвĕн занятийĕсене çÿреççĕ. Пĕр-пĕрин ĕç ăсталăхне вĕренмешкĕн уçă уроксем параççĕ. Методика пĕрлешĕвĕн ларăвĕсенче вĕрентÿ ĕçĕнчи инновациллĕ технологие усă курассине пăхса тухаççĕ. Çĕнĕлĕхсем вĕренÿ пахалăхне лайăхлатма, ачасене тĕпчев ĕçĕсене явăçтарма та пулăшаççĕ. Кĕçĕн классенченех вăйă, сывлăха сыхлама май паракан технологисене ĕçе кĕртеççĕ, тест заданийĕсемпе ĕçлеме хăнăхтараççĕ. Çаксем сăмах йышне хушма пулăшаççĕ, çыхăнуллă калаçу йĕркелеме май параççĕ, ăс-тăна çирĕплетеççĕ, шухăшлава анлăлатаççĕ.

Кабинет системи те вĕрентÿ программине тĕпрен илсе пыма пулăшать. Çавра сĕтел хушшинчи тĕлпулусем, семинар занятийĕсем, наукăпа практика конференцийĕсем вĕренекенсене хăйсен интересĕсене кура аталанса пыма май параççĕ.

Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче 257 ачаран 26-шĕ отличник пулнă. 34 проценчĕ “4” тата “5” паллăсемпе вĕреннĕ. Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене 32 вĕренекен тытнă. Вĕсен кăтартăвĕсем обществознанипе, историпе (вĕрентекенĕ Ю. Фомин), физикăпа (В. Иванова), химипе (Т. Самарина) республикăри вăтам балран пысăкрах.

Районти олимпиадăсене хутшăнса тунă ÿсĕмсене те палăртмасăр иртме çук. Вырăс чĕлхипе А. Аверкиева (вĕрентекенĕ Е. Мылова), биологипе С. Степанов (вĕрентекенĕ Т. Самарина), историпе С. Степанов (вĕрентекенĕ Ф. Фомин) пĕрремĕш вырăнсене йышăнчĕç. Тата çирĕмĕшĕ призлă вырăна çакланнă. “Ăслăлăх. Пултарулăх. Аталану” конференцинче М. Егорова (вĕрентекенĕ Л. Осипова), С. Богданова (вĕрентекенĕ Р. Родионова) çĕнтерÿçĕсен ретне кĕнĕ. Республикăри çамрăк геологсен фестивалĕнче шкул команди, “Пирĕн тавралăх” олимпиадăра Р. Ахмеров (вĕрентекенĕ В. Башмаков) призлă вырăнсене тивĕçнĕ. Спортра, ытти конкурссене хутшăнса тунă ÿсĕмсемпе те савăнмалăх пур.

Шкул коллективĕ вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнура. Ку енĕпе педагогсем хăйсем те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Валентина Германовнăпа Владимир Васильевич Башмаковсем (географ), Ружена Владимировнăпа (филолог) Николай Васильевич Родионовсем çемьесемпе ирттерекен кашни мероприятиех хутшăнаççĕ.

Воспитани парасси – пĕрлехи ĕç. Ачан малашлăхне ашшĕ-амăшĕ курса, педагогсемпе канашласа палăртни питех те вырăнлă. Шăпах çак енсене шута хурса илсе пыраççĕ те ĕнтĕ вĕрентÿ ĕçне.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика