29 мая 2010 г.
Çырав–пурнăç хаклавĕ
Районти ял поселенийĕсенче халăх çыравне хатĕрленес ĕç малалла пырать. Пĕтĕмĕшле илсен ку тĕлĕшпе вырăнсенче ĕçе начар мар йĕркеленĕ: кашни ялтах çуртсен списокĕсене туса пĕтернĕ, урам ячĕсене саккунпа килĕшÿллĕн чăвашла тата вырăсла çырнă, ăна пĕр стандартпа хатĕрленĕ.
Çырава кирлĕ пек хатĕрленсе ирттерсе ярас тĕллевпе йĕркеленĕ комиссисем чылай çĕрте лайăх ĕçлеççĕ, халăх валли çĕнĕлĕхсене пĕлсе тăма хатĕрленĕ стендсем те пур. Вĕсенче çырав историйĕпе, унăн пĕлтерĕшĕпе, паянхи кун вăл халăхшăн мĕнле вырăн йышăннипе паллашма пулать.
Районта çырав ыйтăвĕпе ĕçлекенсем тăтăшах ял поселенийĕсенче пулса ку енĕпе ĕçсем мĕнле пынипе паллашаççĕ, сĕнÿсем параççĕ, çитменлĕхсене пĕтерме асăрхаттараççĕ. Çак кунсенче рейд бригади çырав ыйтăвĕпе тăваттăмĕш участока кĕрекен Нăрваш Шăхаль, Çĕньял, Турхан, Шăхачпа Аслă Чемен инструктор участокĕсенче пулса кунти ĕçсемпе паллашрĕ. Нăрваш Шăхаль ял поселенийĕн пуçлăхĕ Н. Яковлев хăйсем патĕнче çак яваплă тапхăра ăнăçлă ирттерсе ярасса шантарчĕ. Нăрваш Шăхаль, Вăрманхĕрри Шăхаль, Ясная Поляна ялĕсене кĕрекен 570 хуçалăха, 23 урама çырав валли хатĕрлесе çитернĕ, урам ячĕсене, çурт номерĕсене çĕнетнĕ.
Çĕньял ял поселенийĕнче Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хатĕрленсе сахал мар ĕç тунă. Анчах та тĕрĕслев вăхăтĕнче хăш-пĕр çурт çинчи урам ячĕсемпе номерĕсем шупкаланни курăнчĕ. Рейд бригади çак çитменлĕхе çывăх вăхăтрах пĕтерме, халăх валли çырав ыйтăвĕпе хатĕрленĕ паллашу стендне пурте куракан вырăна вырнаçтарма сĕнсе хăварчĕ.
Турхан ял поселенийĕнче пурăнакансем иртнĕ çырава та хастар хутшăннă. Хальхинче те çак ĕçе ăнăçлă йĕркеленĕ. Çурт номерĕсене çĕнетес ĕçе вĕсем депутатсене явăçтарнă. Акă, сăмахран, Хурама Тварти клуб заведующийĕ, ял поселени депутачĕ Т. Давыдов 27 хуçалăхăн çурт номерне хăй вăйĕпе улăштарма, çĕнетме пулăшнă. Çак ял поселенинче ыран тесен ыранах çырава пикенме пулать тесе хаклама пулать. Переписчиксем валли пÿлĕмне те йĕркеленĕ, комисси ăнăçлă ĕçлет. И. Данилов ял поселенийĕн пуçлăхĕн çумĕ тăрăшнипе çырава хатĕрленес ыйтупа ятарласа баннер уçнă, стенд та кăтартуллă тата ытти те. Пурте Турхансем пек ĕçлесен çырав районта та йĕркеллĕ иртĕ.
Районта кашни ял поселенийĕнче çырав участокĕсем пур. Шăхач тата Аслă Чемен ял поселенийĕсенче вара вăл иккĕшĕнче пĕрре çеç. Шăхачра тĕрлĕ халăх пурăнать: чăваш, вырăс, ирçе, нимĕç... Хуçалăхĕ сахал пулин те урамĕсем йышлă. Çавăнпа та ял тăрăхĕн туса çитермен ĕçсене вăраха тăсмалла мар. Аслă Чемен ял поселенийĕнче те çавах.
Хальхи вăхăтра ялсенче чылай çемье хуçалăхне çĕнетет: çуртне те çĕклет; хапхине те улăштарать. Куншăн савăнмалла çеç. Çапах та çакă çырав йĕркисене пăхăнассинчен хăтармасть. Çурт номерĕсене никамăн та пăрахмалла мар, каялла çапса хумалла. Çырав пурнăç хаклавĕ пулнине манас марччĕ.
Рейд бригади:
Г. АФАНАСЬЕВ,
районти çырав уполномоченнăйĕ;
Н. ЛИСИЦЫНА,
çырав экономисчĕ;
А. ЕГОРОВА,
хаçат сотрудникĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)