Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шанчăклă ăру çитĕнет

19 мая 2010 г.

Турхан ял тăрăхĕнчи “Кивçурт” уçланкăра “Зарница” тата “Орленок” вăйăсем иртрĕç. Ăмăртусене 250 ытла вĕренекен хутшăнчĕ. Вĕсене ÿссе çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас, çар службине хатĕрлес, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас тĕллевпе йĕркелеççĕ. “Орленокра” 12 команда, “Зарницăра” 7 команда тупăшрĕ.

“Орленоксенчен” пĕрремĕш вырăна Туçари, иккĕмĕшне Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, виççĕмĕшне Аслă Чементи вăтам шкулсенче вĕренекенсем йышăнчĕç.

“Зарницăра” мала Кивĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан, иккĕмĕш вырăна Шăнкăртамри иккĕмĕш, виççĕмĕшне Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулсенче вĕренекенсем тухрĕç.

Çĕнтерÿçĕсем Хисеп грамотисемпе парнесене тивĕçрĕç. Мала тухнă командăсен вара республикăра иртекен “Зарница” тата “Орленок” вăйăсене хутшăнмалла. Вĕсен июнĕн 26-мĕшĕнче Етĕрнене тухса каймалла.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика