07 апреля 2010 г.
Ак утмăл пилĕк çул усратпăр,
Сыхлатпăр мирлĕ пурнăçа.
Кăçал тепре тупа тăватпăр
Чунтан хирĕçлесе вăрçа.
Тепре ан пултăр нихăçан –
Иртни хальччен те
манăçман,
Сурансем те çухалман,
Çурри пуç хунă –
ăçтан манан;
Манать пулсан – ăна ылхан.
Салтак вăл –
çветтуйпа пĕр тан,
Хисеплĕ, хакĕ пултăр тан –
Килет вара ку хамăртан,
Çынна хисеп, чыс тăвакан.
Хăй те çакна вăл туякан.
Çак кăмăл-туйăм упрансан,
Сыхланĕ мирлĕ пурнăç сан.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)