Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă художника чысласа

24 марта 2010 г.

Чăвашсен пĕрремĕш профессор-художникĕ Алексей Афанасьевич Кокель çуралнăранпа 130 çул çитнине халалласа республикăра та, районта та чылай мероприяти иртрĕ. Хамăрăн аслă художника чыслама Украина хăнисем те килчĕç, мĕншĕн тесен А. Кокелĕн пурнăçĕ Украинăри Харьков хулинче иртнĕ.

Эрнекун район пуçлăхĕ Н. Глухов, райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн начальникĕ В. Осипов Украина делегацине кĕтсе илчĕç. Ун йышĕнче Украинăн Тарас Шевченко ячĕллĕ наци премийĕн лауреачĕ, халăх художникĕ Виктор Ковтун, Харьковри дизайнпа искусствăсен патшалăх академийĕн пĕрремĕш проректорĕ Сергей Рыбин профессор. Вĕсемпе пĕрле Кокельсен еткерлĕхне тĕпчекен лаборатори ертÿçи Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ пирĕн ентеш Владимир Васильев килчĕ.

Район пуçлăхĕ Н. Глухов хăнасене районăн паянхи ĕçĕ-хĕлĕпе, çитĕнĕвĕсемпе, малашлăх тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех районта Республика кунне ирттерме мĕнле хатĕрленни çинчен каласа пачĕ.

Украина хăнисем А. Кокеле асра тытас тĕллевпе туса пыракан ĕçсемшĕн района Харьковри дизайн-па искусствăсен академийĕн ректорĕн В. Даниленкăн Тав çырăвне пачĕç, Чăваш Енпе Украина творчествăлла çамрăк кадрсем хатĕрлессипе малашне те килĕштерсе ĕçлессе шанса тăнине палăртрĕç.

Хаклă хăнасем А. Кокель çуралнăранпа 130 çул çитнине халалласа Украинăра туса ирттернĕ ĕçсемпе тĕплĕн паллаштарчĕç.

Украина художникĕсем А. Кокелĕн тăван ялĕнче Турханта халăхпа, шкул ачисемпе тĕл пулчĕç, А. Кокелĕн çурт-музейĕпе паллашрĕç.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика