15 марта 2010 г.
Афанасьевич /Афанасьев/ Кокель - пултаруллă живописец, ÿкерÿçĕ, педагог. Вăл хăйĕн вĕрентÿ системине йĕркеленĕ тата иртнĕ ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче сăнарлă искусствăра тĕлĕнмелле ăстасен пысăк ушкăнне çитĕнтернĕ. Шел те, талантлă художниксен ячĕсене, вĕсемпе Тăван çĕршывăмăр тивĕçлипех мухтанма тивĕç, манăçа хăварнă. Статьяра “Хыпар” вулаканĕсене “кĕмĕл ĕмĕрĕн” чаплă ăстин пурнăçĕпе ĕç-хĕлĕн паллă мар чылай саманчĕ пирки каласа кăтартас тетĕп.
Мюнхен. 1913 çул. Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ. Бавари принц-регенчĕ пулăшнипе Пĕтĕм тĕнчери XI ÿнер куравĕ уçăлнă. Раççейре 300-мĕш çул пуç пулса тăракан Романовсен çурчĕ ячĕпе унта хутшăнакансен вырăс искусствин çитĕнĕвне тата унăн Европăри, тĕнчери пĕлтерĕшне уçса памалла пулнă.
Вырăссен çак чаплă коллекцине тин çеç Питĕр Ÿнер академине питĕ ăнăçлă пĕтернĕ А.А.Кокелĕн “Чайнăйра” картинине те кĕртнĕ. Анчах та çамрăк ÿнерçĕн ĕçĕ Германири ÿнер критикĕсене ун чухнех кăсăклантарни пирки нумаях пулмасть çеç пĕлтĕмĕр. Архив докуменчĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, çав вăхăтра никамах та пĕлмен художникпе Европăра чапа тухнă “Rich Bong” Издательство /Берлин/ кăсăкланнă. Унăн пуçлăхĕ А.А.Кокель ячĕпе Петербурга хăй çыру янă. Унта вăл искусство енĕпе кăларакан “Moderne Kunst” журналта “Чайнăйра” картинăн хура-шурă е тĕслĕ репродукцине вырнаçтарма, çавăн пекех хальхи вăхăтри искусство енĕпе кăларакан кĕнекере пичетлеме ирĕк ыйтнă.
Кĕçех вырăс коллекцийĕнчи ахах-мерченпе тепĕр кăларăм - çамрăксен “Jugend” журналĕ - интересленме пуçланă. Унăн тĕп редакторĕ çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче художник патне çапла çырнă: “Эпир сирĕн ĕлккен ĕçĕрпе - “Чайнăйра” картинăрпа - куравра кăсăкланса паллашрăмăр. Çак произведенин ÿнер репродукцине “Jugend” журналта пичетлени пире чыс кÿрĕччĕ”.
“Чайнăйра” ĕç Хĕвел анăç Европа кураканĕсен кăмăлне кайни пирки искусство енĕпе Европăра палăрса тăракан чи сумлă “Die Kunst fur alle” журнал 1913 çулхи утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче пĕлтерни пур. Вăл та хăйĕн страницине çав картинăпа илемлетесшĕн пулнă.
Шел те, ÿнерçĕ çырусене Италирен таврăннă хыççăн çеç илейнĕ, çавăнпа та ыйтусем хуравсăр юлнă. Шăпах çак сăлтава пула паллă кăларăмсем “Чайнăйра” картинăн репродукцине вырнаçтарайман, вырăс ÿнер шкулĕн ĕçĕсене килĕштерекенсем унпа çывăх паллашайман. Тен, çак çитменлĕхе çитеc çулсенче Мюнхенри ÿнер куравĕсенчен пĕринче вырнаçтарса тÿрлетме май килĕ.
Публикăна ун чухне ÿнерçĕн хушамачĕ те - Кокель - кăсăклантарнă. Ун вăрттăнлăхне нимĕç баронĕсен - Von Kokel auf Grosskokelburg in Siebenburg - тымарĕсенче шырама пуçланă. Вăл вара нимĕнле аристократ та мар, хресченрен тухнă чăваш.
Художникĕн чăн хушамачĕ малтан Кириллов пулнă, унтан - Афанасьев, каярах - Афанасьев-Кокель, юлашкинчен тин - Кокель.
Документсем хатĕрленĕ чух хутлă хушамат чăрмавсем кÿнине шута илсе Алексей 1906 çулхи юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче Ÿнер академийĕн канцелярине хут тăратнă. Унта çапла çырнă: “Манăн чăн хушамат Афанасьев мар, Кокель пулни пирки канцелярие пĕлтерме тивĕçлĕ тесе шухăшлатăп... Çакна çирĕплетме паспорт кĕнекине хуратăп...”
А.А.Кокелĕн пĕрремĕш биографĕсенчен пĕри А.Г.Григорьев пĕлтернĕ тăрăх, асăннă хушамат “кукăль” сăмахран пулса кайнă.
Алексей Афанасьевич /Афанасьев/ Кокель 1880 çулхи пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чемпĕр кĕпĕрнин Пăва уесне кĕрекен Турхан ялĕнче /халĕ Чăваш Республикин Патăрьел районĕ/ хресчен çемйинче çуралнă, 1956 çулхи нарăсăн 4-мĕшĕнче вилнĕ.
Пулас ÿнерçĕ Турханти пуçламăш училищĕре вĕреннĕ, пур предметпа та лайăх ĕлкĕрсе пынă. Унăн уçă сассине вырăнти чиркÿ хорĕнче киленсе итленĕ. Анчах та шкула виççĕмĕш çул çÿренĕ вăхăтра инкек сиксе тухнă - арçын ача шăмă туберкулезĕпе чирлесе ÿкнĕ.
Тĕлĕнмелле те, 1899 çулхи Атăлçи хутлăхĕнчи хăрушă выçлăх чăваш ачин шăпине телей енне сулăнтарнă. Турханта та, ытти çĕрти пекех, ватти-вĕтти куçне хупма пуçланă, килти выльăх-чĕрлĕх вилсе выртнă. Шăпах çак вăхăтра А.А.Кокелĕн чирĕ йывăрланнă. Вилĕмрен Питĕртен килсе çитнĕ пулăшу çеç çăлса хăварнă. Хĕрарăмсен Петербургри медицина институчĕн студенткисем Анна Виноградова тата Турхан вăрман хуçалăхĕн управляющийĕн В.Ю.Раубен тăванĕ Мария Варганова ялта пулнă.
А.А.Кокель хăйĕн “Автобиографийĕнче” çапла çырнă: “Мана, чирлĕскере, вĕсене кăтартнă. Ун чухне кĕлетке çинче пилĕк уçă суран пулнă. Çавăн пекех мана ку таранччен сипленĕ земство тухтăрне те чĕнтернĕ... Ачалăха ирттернĕ хура пÿртĕн стенисем çине эпĕ ÿкернĕ ĕçсене çакса тултарнă. Саккас тăвас текенсем çапла майпа хăйсене килĕшекен ÿкерчĕксене суйласа илнĕ”. Хĕрсем йывăр чирлĕ çамрăкăн пултарулăхĕнчен тĕлĕннĕ, ун пирки “Чăваш Рафаэлĕ” теме пуçланă. Çакскерсем В.Ю.Раубе çемйине пултаруллă ачана çăлса хăварас тĕлĕшпе ăна Петербурга операцие ăсатма тата вăл ăнăçлă вĕçленсен унтах вĕренме юлма кирлине ÿкĕте кĕртнĕ. Çапла майпа пулас ÿнерçĕ Петербургри чаплă тухтăрсем патĕнче сипленнĕ, ун хыççăн çавăнти Ÿнер академине вĕренме кĕнĕ.
1912 çулта академие “пиллĕк” паллăсемпе вĕçленĕскер, художник ятне илнĕскер хăйĕн ăсталăхне ÿстерме ятарлă программăпа Францие, Германие тата Италие кайнă пĕрремĕш чăваш пулнă.
Г.Г.Исаев искусствовед палăртнă тăрăх, пирĕн ентешĕмĕр авангарда çĕнĕ йĕрпе - Хĕвел тухăç “акценчĕпе”, чăваш культуринче - Атăлçи Пăлхар тăхăмĕсен ăс-пурлăхĕнче - тĕл пулакан хăй евĕрлĕхпе пуянлатнă. Çакнах Европăри чылай институтра вăй хунă, тĕнчипе паллă искусствовед тата визанолог Ф.И.Шмит та çирĕплетнĕ.
Чăваш халăхĕн ХХ ĕмĕрти паллă ывăлĕн пурнăçĕпе ĕç-хĕлне Украина Аслă Радин Председателĕ В.М.Литвин И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне янă çырура çапларах хаклать: “Шансах тăратăп: Алексей Афанасьевич Кокелĕн 130 çулхи юбилейне Украинăра анлăн паллă туни, художникĕн кун-çулĕнчи пысăк тапхăрĕ çакăнта иртнĕ, Украинăпа Чăваш Ен хушшинчи тĕрлĕ енлĕ хутшăнусене аталантармалли тĕп самант пулĕ. Алексей Афанасьевич Кокель Украинăра ÿнер енĕпе аслă пĕлĕвĕн никĕсне хывнă, вăл украин культурин историне станок живопиçĕн йĕркелÿçи, живопиç шкулĕн пуçаруçи, Украина киçтĕк ăстисен чаплă ăрăвне çитĕнтернĕ çын пек кĕрсе юлнă.
Источник: "Хыпар"