Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПАЛЛĂ СĂРĂ ĂСТИНЕ ЧЫСЛАСА

12 марта 2010 г.

Мартăн 13-мĕшĕнче А.А. Кокелĕн Харьковри вил тăприйĕ çине, унти тата Патăрьел районĕнчи Турханти Çурт-музейри асăну хăмисем умне чечексем хурĕç. Пирĕн паллă ентеш никĕсленĕ Харьковри дизайнпа ÿнер патшалăх академийĕнче тĕнчери ăслăлăх-практика конференцийĕн пĕрремĕш тапхăрĕ пуçланать. Конференцин иккĕмĕш тапхăрĕ мартăн 18-19-мĕшĕсенче Чăваш патшалăх университетĕнче иртмелле. Мартăн 18-мĕшĕнче 16 сехетре Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче А.А. Кокелĕн тата Харьков ÿнер институтĕнчен вĕренсе тухнă, пултарулăхĕ Чăваш Енпе çыхăннă ăстасен произведенийĕсен куравĕ уçăлать.

И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн президенчĕ Л.П. Кураков академик пуçарнипе паллă кун тĕлне аслă шкулта А.А. Кокель ячĕллĕ ÿнер музейĕ уçăлчĕ. Январĕн 25-мĕшĕнче унта Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ В.В. Путин студентсемпе тĕл пулчĕ.

Çак кунсенче Чăваш патшалăх университетне Украинăн Аслă Радин Председателĕнчен Владимир Литвинран çыру килчĕ, унта çапла палăртнă:

«Алексей Афанасьевич Кокелĕн 130 çулхи юбилейне аслă мастерĕн пурнăçĕпе пултарулăхĕн чылай çулĕ иртнĕ Украинăра анлă паллă туни Украинăпа Чăваш Енĕн нумай енлĕ хутшăнăвĕсен аталанăвĕнче пĕлтерĕшлĕ тапхăр пуласса, Украинăпа Раççей туслăхне çирĕплетес ĕçе пысăк тÿпе хывасса шансах тăратăп.

Алексей Афанасьевич Кокель Украинăра аслă ÿнер вĕрентĕвĕн никĕсне хывнă, украин культурин историне украин станок живопиçĕн никĕслевçи, Украинăри паллă киçтĕк ăстисен пысăк ушкăнĕн воспитателĕ пулса кĕнĕ».

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика