Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Чăваш пики-2010» титулшăн

06 марта 2010 г.

      Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче, эрнекун, Чăваш Республикин тĕп хулинче Шупашкарта “Mega Galaxy” канупа культура çуртĕнче 4-мĕш хут “Чăваш пики-2010” конкурс иртет.

Уява пурĕ 13 хĕр хутшăнать. Патăрьел район чысне А. Кудрявцева хÿтĕлет. Алина Тури Тăрмăш хĕрĕ, хальхи вăхăтра Шупашкарти Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищинче вĕренет.

Хутшăнакансем 17 çултан пуçласа 25 çулччен, чăвашла ирĕклĕ, таса калаçакан пикесем.

      Ăмăрту тытăмне хĕрсем хăйсемпе паллаштарни тата халăх историне, йăли-йĕркине, пурнăçне пĕлнин шайне тĕрĕслемелли ăс-тăн конкурсĕсем кĕреççĕ. Унсăр пуçне чиперккесен хăйсен чăваш тумĕсене кăтартма тата пултарулăх конкурсĕ витĕр тухма тивĕ. Юлашкинчен хĕрсем жюри членĕсене хăйсем ăсталанă апат-çимĕçпе хăналĕç, мĕнле пĕçернин вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарĕç.

     “Чăваш пики-2010” титула çĕнсе илнĕ хĕр кăçал Пĕтĕм Раççейĕпе иртекен “Чăваш пики” конкурса хутшăнма тивĕç пулĕ.

Конкурса Культура министерстви пулăшнипе Чăваш наци конгресĕпе Чăваш Республикинчи çамрăксен “Хастар” пĕрлешĕвĕ ирттереççĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика