03 марта 2010 г.
Тĕнчипе паллă художник-профессор пирĕн ентеш Алексей Афанасьевич Кокель çуралнăранпа 130 çул çитет.
Мĕн ачаранах (ачалăхĕ унăн питĕ йывăр та асаплă иртнĕ) пулас художник шурă хут çине çынсене, çут çанталăк пулăмĕсене сăнласа ÿкернĕ.
Унăн тăрăшулăхĕ, художник пулас ĕмĕчĕ сÿнсе лармасть. Ырă çынсем çамрăкăн пултарулăхне курса мĕн май килнĕ таран пулăшса пынă. А. Кокель Петербургри академи çумĕнчи ÿнер шкулĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухса академие вĕренме кĕрет, И.Е. Репин тата Д.Н. Кардовский мастерскойĕсенче ĕçлет, пултаруллисенчен пĕри пулса тăрать. Хăйĕн диплом ĕçĕнче те çав тапхăрти йывăр саманана сăнласа парать. Çавăнпа та çĕр ытла художникран иккĕшĕ çеç пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту хускатнă тесе çырнă пирĕн ентешĕн пултарулăхĕ çинчен. «Чайнăйра» картина çавнашкал картинăсенчен пĕри пулса тăнă. Паян кун вăл Чăваш патшалăх художество музейĕнче упранать.
Тĕрлĕрен сăлтава пула пирĕн ентеш хамăрăн чăваш çĕрĕнче тĕпленеймест, Украинăри Харьков хулинче 40 çула яхăн художниксем вĕрентсе хатĕрлес ĕçре вăй хурать, Харьковри ÿнер институтне ертсе пырать, нумай-нумай ÿкерчĕк хатĕрлесе выставкăсене хутшăнать, Украина халăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ паллă çын пулса тăрать. Чăваш çĕр-шывĕнчен инçетре пурăннă пулсан та тăван ялне, тăванĕсене яланах асра тытнă, тăван яла килсе унăн урамĕсем тăрăх утса çÿреме ĕмĕтленнĕ. Ку шухăшсене унăн мăшăрĕ Анна Афанасьевна каласа кăтартнă сăмахсенче те туйса илме пулать.
Хамăр пултарулă ентеш çинчен 32 çул каяллах «Авангард» хаçат урлă район çыннисене тĕплĕн çырса паллаштарнăччĕ. Нумай ыйтусем хускатнăччĕ. Питĕ савăнатăп, мĕншĕн тесен А.А. Кокель пултарулăхĕпе, творчествипе, кун-çулĕпе чăваш халăхне паллаштарса унăн ятне, ĕмĕрлĕхех асра хăварас енĕпе Чăваш Республикин Президентĕнчен пуçласа шкул ачисем таранах ĕçе кÿлĕнчĕç. Уйрăмах çак пархатарлă ĕçе Чăваш патшалăх университечĕн президенчĕ Л.П. Кураков академик, В.А. Васильев профессор, Украина халăх художникĕ В.И. Ковтун, тăванĕсем пысăк тÿпе хываççĕ. Нумай-нумай пархатарлă ĕçсем тăваççĕ Турхан тăрăхĕнче. Кокелĕн 100 çулхи, 120 çулхи юбилейĕсем пулса иртрĕç, Чăваш телевиденийĕ тата радио урлă тĕрлĕрен курав, калаçу йĕркеленчĕç, унăн ячĕпе хисепленекен музей те уçăлчĕ.
Юлашки çулсенче А.А. Кокель ячĕпе çуллахи вăхăтра çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен художниксем Турхан ялне пуçтарăнса пленэрсем ирттерме тытăнтăмăр. Уйрăмах Украинăран килнĕ В. Ковтун, А. Чередниченко, С. Комарный, Санкт-Петербургран килнĕ А. Рыбкин, Шупашкартан килнĕ Ю. Милославский, К. Кокель, Тутарстантан килнĕ З. Кимаев, Патăрьелĕнчен – М. Шакиров художниксене палăртса хăварасшăн.
Пĕтĕм Тĕнчери Кокель ячĕллĕ пленэра Турханта ирттересси йăлана çирĕп кĕчĕ. Мĕншĕн хаклă-ха вăл пирĕншĕн;
Пĕрремĕшĕ. Кокель çуралса тăнă пекех туйăнать, вăл пирĕнпе пĕрле пулни сисĕнет, мĕншĕн тесен ÿнерçĕсем сăнласа панă ĕçсенче – Алексей Афанасьевич çуралса ÿснĕ ялăн урамĕсем, унăн çыннисем, çывăх тăванĕсем.
Иккĕмĕшĕ. Çитĕнсе пыракан ăрăва ырă тĕслĕхсем парса вĕсен тавра курăмне аталантарма, анлăлатма тата тăван ене, тăван яла, тăван çĕр-шыва, тăван халăха, тăван тавралăха хисеплеме, юратма, упрама вĕрентни.
Виççĕмĕш. Икĕ эрнере пурнăçланă произведенисен пĕр пайĕ Турханти пулас картина галере-йине, А.А. Кокелĕн музейне пуянлатма юлать. Паян кун Пĕтĕм Тĕнчери Кокель ячĕллĕ пĕрремĕш, иккĕмĕш тата виççĕмĕш пленэрсенче сăнланса ÿкернĕ 34 картина Турханти вăтам шкулта тата Кокель музейĕнче упранаççĕ. Ку пулăм пирĕншĕн калама тата хаклама çук пысăк парне.
Инçетри чăваш çăлтăрĕн хăвачĕ, унăн асамлăхĕ, унăн çутти – нихăçан та сÿнмен, сÿнмест, сÿнме те парас марччĕ.
Хальхи вăхăтра Турханта 30 çул каялла уçăлнă А.А. Кокель ячĕллĕ ачасен ÿнер шкулĕнче 16 вĕренекен хăйсен тавра курăмне аталантарать. Вĕсем ÿнер искусствин вăрттăнлăхне, асамлăхне, хитрелĕхне туйса илсе хăйсен ÿкерчĕкĕсенче палăртаççĕ, районти, республикăри куравсенче ăсталăхне кăтартаççĕ. А.А. Кокелĕн 130 çулхи юбилейне пысăк çитĕнÿсемпе кĕтсе илеççĕ.
Иртсе кайнă çулта ÿнер шкулĕнче вĕренекенсен районта ирттерекен куравĕсенче 21 ĕçĕ, республикăри куравсенче – 6 ĕçĕ малти вырăнсене çĕнсе илме пултарчĕç. Пĕтĕм Раççей шайĕнче ирттернĕ уçă куравра та 5 вĕренекен хăйсен ĕçĕсене кăтартма тивĕçлĕ пулчĕç.
Уйрăмах А. Башмакова, Н. Салмина, Д. Мулгачев, Ф. Ершова, Д. Емельянов, Е. Кузьмина, А. Зеленкова вĕренекенсен пултарулăхне палăртса хăварас килет. Ÿнер шкулĕнчен вĕренсе тухнă ачасем малашнехи кун-çулне те ÿнер искусствипе çыхăнтараççĕ, хăйсен ăсталăхне туптаççĕ, ентешĕ пек паллă художник пулма ĕмĕтленеççĕ.
Эпĕ А.А. Кокель творчествипе, унăн ÿнер искусствинчи пултарулăхĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе 40 çул каяллах кăсăкланма пуçланăччĕ. Хăй вăхăтĕнче унăн ятне аса илме те хăранă пулсан малашнехи пирки калаçма та иккĕленмеллеччĕ. Анчах та паян кун А.А. Кокель пирĕнпе, вăл юнашар утнине туятпăр, эпир унпа калаçатпăр, ăна юрататпăр, унпа мухтанатпăр. «Инçетре çуннă чăваш çăлтăрĕн» хăвачĕ пире яланах вăй-хăват парса тăтăрччĕ. Ан сÿнтĕрччĕ вăл нихăçан та!
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)