13 февраля 2010 г.
Пурнăçăн ытларах пайне эпĕ ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçре ирттернĕ. Çавăнпа та район пурнăçне тĕрлĕ енлĕ çутатакан «Авангардпа» та тăтăшах çыхăну тытнă, çырăнса илнĕ. Ытти материалсемпе пĕрлех эпĕ «Юхма кĕввисем» страницăра пичетленекен хайлавсене кăмăлласа вулатăп, çынсен пултарулăхĕпе паллашатăп. Унта час-часах хамăр ентешĕн Г. Васильевăн сăввисем те пичетленеççĕ. Унăн пултарулăхне курсан хамăн та ырă шухăш, çырас туйăм çуралать. Манăн «Çĕнтерĕве – 65 çул» сăвă ял çыннисемшĕн, вăрçăра çывăх тăванĕсене çухатнисемшĕн уяв умĕнхи парне пултăр.
Питех пысăк мар Упамса ялĕ –
Ретĕн-ретĕн пилĕк кас куран.
Шутласа пăхатăп та, ак, халĕ
73-ĕн килеймен çав вăрçăран.
Çухатусăр юлнă кил çуках тăр,
Хурлăх тĕкĕнмесĕр хăварман:
Таврăнман Козловсен тăват паттăр,
Вавиловсен виççĕн таврăнман.
Пысăк ратнесемччĕ, Сыммасемччĕ,
Авалтан çак пĕчĕк ялăмра.
Чи пысăк тÿпи те вĕсенехчĕ,
Тăххăрăн пуç хунă вăрçăра...
Çывăх тусчĕ – Кашкăр Элекçийĕ
Пĕр самант вăл ĕçсĕр пурăнман.
Хурлăхлă ларать халь вĕсен килĕ,
Пушанса арçынсăр юлнăран.
Тилмĕретчĕ Хĕветут Михаçă:
«Пулăшсам, эс, Турă, ывăла,
Пĕртен-пĕр пепки те таврăнмарĕ,
Петĕр пуçне хучĕ вăрçăра.
65 çул çунать кăвайчĕ!
65 çул хĕвел кулать!
Этемлĕх пĕр шухăшлă çеç пултăр,
Пурнăç аталанса пытăрах кал-кал.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)