13 февраля 2010 г.
Турханти вăтам шкулта кунтан вĕренсе тухнисемпе йăлана кĕнĕ тĕл пулу иртрĕ. Кăçал унта шкул пĕтернĕренпе 5, 10, 15... çул çитнисем пухăнчĕç. Уява район пуçлăхĕ Н. Глухов, Чăваш патшалăх университечĕн президенчĕ, Турхан ялĕн хисеплĕ гражданинĕ Л. Кураков академик та хутшăнчĕç.
Шкулпа паллашнă хыççăн савăнăçлă лару пуçланчĕ. Малтанах выпускниксене, учительсене, вĕренекенсене Н. Глуховпа Л. Кураков Учитель çулталăкĕпе, тĕл пулу уявĕпе саламларĕç, шкулăн çитĕнĕвĕсене, тĕллевĕсене палăртрĕç. Л. Кураков академик Чăваш патшалăх университечĕпе Турханти вăтам шкул 5 çул килĕштерсе ĕçленин итогĕсемпе, аслă шкул пултаруллă специалистсем хатĕрлес тĕлĕшпе мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕ. Çыхăнусене малашне тата çирĕплетмеллине палăртрĕç.
Хăйсем шкулта вĕреннĕ вăхăтсене унччен шкул директорĕ пулнă запасри полковник Г. Фадеев, В. Шакин полковник, «Адида» çĕвĕ фабрикин директорĕ А. Аврелькин, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Турханти шкулта 40 çул ытла ĕçленĕ В. Давыдов тата ыттисем те аса илчĕç.
Мероприяти вăхăтĕнче шкулпа тата выпускниксемпе экран çинче паллаштарса пычĕç.
Чаплă самант хыççăн Тĕнчери Кокель пленэрĕнче ÿкернĕ картинăсемпе паллашрĕç, «Аса илÿ урокĕсем» иртрĕç.
Юлашкинчен «Шкул вальсĕнче» çаврăнчĕç, дискотека пулчĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)