03 февраля 2010 г.
«Хастар» хуçалăхри сысна фермине çулталăкăн хуть хăш тапхăрĕнче те кĕрсе тухма кăмăллă. Витесем кивĕ пулсан та шалта тирпейлĕ, йĕрке пурри, вăхăтра юсаса тăни, транспортер ĕçлени сисĕнет. Г. Осипов заведующи выльăхсем патне яланах тимлĕх уйăрать, пурне те тивĕçлĕ тума тăрăшать. Ферма ертÿçинче 33 çул вăй хураканскерĕн ĕçне юратни кашни утăмрах туйăнать.
Фермăра февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне 624 пуç сысна, вĕсенчен тĕп амасем – 40, тĕрĕслемеллисем – 40. Йыша, 2008 çулхипе танлаштарсан, 200 пуç ÿстернĕ. Малалла пысăклатма та хирĕç мар Турхансем, анчах продукци йÿнни шухăшлаттарать.
Сыснасене хĕл каçма апат çителĕклĕ хатĕрленĕ. Утă 27 тонна янтăланă, 80 тонна вĕтĕ çĕр улми кĕртнĕ, улăм, çăнăх яланах пур. Вĕсемсĕр пуçне апат рационне пуянлатас, минераллă витаминсемпе тивĕçтерес тесе феллуцен параççĕ. Сăмах май, çак хушма апатпа усă курма пуçланăранпа сыснасен ÿт хушаслăхĕ пысăкланнине, чирлесси сахалланнине пĕлтерчĕ ферма заведующийĕ. Çакă кăтартусенче те лайăх курăнать.
Пĕлтĕр 1100 пуç ытла сысна çури илнĕ, пĕр тĕп амаран – 21, тĕрĕслемеллисенчен – 7. Самăртакан сыснасен талăкри ÿт хушаслăхĕ 456 грампа танлашнă.
«Хастар» хуçалăхра сысна фермине хĕле çулленех тĕплĕн хатĕрлеççĕ. Амасемпе çурасем тăракан витене хутса ăшăтма вутă çителĕклĕ янтăланă.
– Пурте кал-кал пымасть ĕнтĕ, йывăрлăхсем пур, 40 градус таран сивĕ тăнă чухне шыв пăрăхĕ шăнчĕ. Сыснасене шывсăр тăратмарăмăр, лашапа турттартăмăр. А. Алексеев слесарь пулăшнипе халь пурте йĕркеллех. Витесем те, оборудованисем те кивĕ çав, çĕнетсе тăма та çăмăлах мар, – тет пăшăрханса Г. Осипов.
Выльăх-чĕрлĕхе юратса пăхмасан уссине курма çук, теççĕ. Фермăра хăйсен ĕçне чунтан парăннисем кăна тытăнса тăраяççĕ пуль çав. Акă, сысна пăхнă çĕрте вăй хуракан А. Хураськина ĕмĕр тăршшĕпех выльăхсем патĕнче тăрăшать. Çурасем йышлă пулнинче унăн тивĕçĕ те пур. Сысна самăртнă çĕрте ĕçлекен О. Матвеева, И. Тигешкин, А. Скворцов, Г. Осипов скотник пирки те ырăпа кăна асăнмалла.
Хуçалăхра сыснасен ăратне çĕнетессипе те аван тимлеççĕ: çулленех аçа туянаççĕ. Пĕлтĕр, ак, Елчĕк районĕнчи пĕр хуçалăхран илсе килнĕ. Ку сыснасем тăванлашса каясран лайăх, çавăн пекех çурасем те йышлăн çут тĕнчене килеççĕ, чирлемеççĕ.
Выльăх-чĕрлĕхе яланах тăкаклă отрасль, теççĕ. Вăл йывăрлăхран тухма пулăшнине, кассăна чĕрĕ укçа кĕртнине темшĕн манатпăр.
Акă, «Хастар» хуçалăхра вăй хуракансем ĕç укçи вырăнне сысна çури илме пултараççĕ. Лартнă тĕллеве пурнăçлакансене, чунне парса тăрăшакансене хавхалантарса 3-4 пуç çура тÿлевсĕр парасси те йăлара. Хуçалăхри ытти ĕçлекенсем те йÿнĕ хакпах выльăхлă пулаяççĕ. Самăртнă сыснасене сутса юсав пайĕсем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем е ытти япаласем туянаççĕ. Çакă тепĕр хут хуçалăх выльăх-чĕрлĕхсĕр аталанайманнине пĕлтерет.
Турханти сысна фермине аякран пăхсан ферма тесе те калаймастăн, йĕри-тавра йывăçсем ÿснĕрен сад пекех туйăнать. Пан улми йывăççи кăна 50-60 тĕп, унсăр пуçне хĕрлĕ, хура хурлăхан, палан тĕмĕсем пур. Çавăн пекех çимĕç паманнисем те 60 тĕпрен кая мар. Ферма заведующийĕ Г. Осипов пуçарăвĕпе çитĕнекен сад халь пурин кăмăлне те çĕклет.
– Сыснасене пăхнă çĕрте ĕçлекенсен кашнийĕн тÿпи пур кунта, – тет Г. Осипов. – Маларахри çулсенче эпир купăста та ÿстереттĕмĕр, халь лартма вырăн çук.
Ферма пÿртĕнче те тирпейлĕх хуçаланать. Йĕри-тавра тем тĕрлĕ чечек, пăхса ытармалла мар. Ĕçлесе ывăннă хыççăн кĕрсе канма, калаçса ларма пур услови те пур.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)