20 января 2010 г.
Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн секцийĕсене çÿрекенсем ра-йонти, республика шайĕнчи ăмăртусенче тăтăшах малти вырăнсене тухаççĕ. Паллă ĕнтĕ: вĕсен хăнăхăвĕ пур. Турхан филиалĕнчи çăмăл атлетикăна юратакансен секцине 15 ача çÿрет. Вĕсемпе В. Осипова тренер ĕçлет.
Валентина Николаевна секцине çырăннисен малашлăхне курать. Вĕсенче Турă пани пуррине палăртать. Хăй те пурнăç çулне шкул саккинченех суйласа илнĕ-çке. Анат Тăрмăш хĕрĕ ачаранах йăрă та чĕрĕ пулнă. Л. Никитин тренер ертсе пынипе тăваттăмĕш класранах йĕлтĕр çине тăнă. Саккăрмĕш-тăххăрмĕш классенче вĕреннĕ вăхăтра районти ăмăртусенче малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Ячĕ республика шайне тухнă. Çак вăхăтра вăл велосипедпа та ăста ярăннă. Çитĕнĕвне кура Шупашкарти Олимп резервĕсен шкулĕнчен чĕнÿ килнĕ. Вара Валентина Николаевна вĕренÿ программине Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ В. Краснов секцине çÿресе малалла тăснă.
– Трасса çинче Нăрваш Шăхалĕнчи Ирина Калентьевăпа пĕрле ярăнса ăсталăха туптаттăмăр. Велосипедпа вăл мала ыткăнатчĕ. Йĕлтĕрпе эпĕ хыçа хăвараттăм. Çемьери лару-тăрăва пула манăн яла таврăнмалла пулчĕ. Ирина вара тĕнче шайĕнче çĕкленсе палăрчĕ. Унăн çитĕнĕвĕшĕн хĕпĕртетĕп, – çамрăклăха аса илсе каласа парать Валентина.
Ырă самантсем нумай пулнă унăн пурнăçĕнче. 1998 çулта вăл спорт мастерĕн нормативне тултарнă. 2000 çулта Чăваш патшалăх педагогика институчĕн дипломне илнĕ. Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче Ирина Николаевна Раççей шайĕнчи стипендие илме тивĕçнĕ. 2010 çул та уншăн ăнăçлă пуçланчĕ. Вăл Чăваш Ен Президенчĕн стипендине илсе тăрĕ. Çак ятпа ăна малтанах ĕçри юлташĕсем саламларĕç, малашне те ăнăçу сунчĕç.
Çумĕнче ăста наставниксем пур тренерăн. Спортшкул коллективĕпе яланах пĕр сăмахра вăл. Турхан кустĕнчи ă мăртусене ирттернĕ чухне те вĕсемпе канашлать. Т. Кудряшовăпа Л. Никитин тренерсен шухăшĕсене шута илет.
Дипломлă специалист кирек хăш ĕç вырăнĕнче те коллективпа пĕр чĕлхе тупма пултарать. Малтан Анат Тăрмăшĕнче ĕçленĕ вăл. Çемьеллĕ пурнăç ăна Турханта тĕпленме май панă. Халĕ вара Шăхач шкулĕнче те физкультура урокĕсене илсе пырать.
Çуран, велосипедпа, йĕлтĕрпе ачасен хушшинче курма пулать тренера. Вăр-варлăхĕ иксĕлми унăн.
Юрий Николаевичпа иккĕшĕ пĕр хĕр пăхса ÿстереççĕ. Мăшăрĕ Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьел филиалĕнче ĕçлет. Аня ялти ача садне çÿрет. Канмалли кунсенче те амăшĕн алли-урине çыхмасть. Унпа аслашшĕ йăпанать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)