Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ылтăн шайба» чĕнет

20 января 2010 г.

Ылтăн шайба» чĕнет

         Турханти вăтам шкулăн хоккей площадкинче Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен «Ылтăн шайба» турнирĕн районти ăмăртăвĕ иртрĕ.

         Йĕрке тăрăх ку турнира пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчи, шкул-интернатсенчи, ача çурчĕсенчи, пурăнакан вырăнта йĕркеленĕ командăсенчи çамрăк хоккеистсем хутшăнаççĕ.

Турнирăн ăмăртăвне уçма район пуçлăхĕ Н. Глухов, Турхан ял тăрăх пуçлăхĕ А. Сымов, райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн начальникĕ В. Осипов, ытти яваплă çынсем килчĕç. Вĕсем çамрăк спортсменсене ăнăçлă выляма ырă сунса саламларĕç.

         Турханти вăтам шкул катокĕ çине тăватă команда тухрĕ. Вĕсем – Çĕнĕ Ахпÿртри, Сăкăтри, Первомайскинчи тата Турханти шкулсен командисем. Çанталăк сивви те хăратаймарĕ çамрăк спортсменсене: кашни вăйă хĕрÿллĕ, çивĕч кĕрешÿре иртрĕ. Çакăн пек лару-тăрура Çĕнĕ Ахпÿртсем мала тухрĕç. Тĕп приза вĕсене район пуçлăхĕ Н. Глухов пачĕ. Иккĕмĕш вырăнта Первомайски, виççĕмĕшĕнче Сăкăт шкулĕсен командисем.

        Юлашкинчен çакна палăртмалла. Турхан шкулĕнчи хоккей коробкине вырăнти тăрăшулăхпа, укçа-тенкĕпе ăсталанă. Ĕçе директор çумĕ А. Раевский йĕркелесе ертсе пынă. Халĕ çĕнĕ пăр лапамĕнче шкул ачисем те, ял çамрăкĕсем те ярăнса савăнма пултараççĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика