09 декабря 2009 г.
Турханти культура çуртĕнче Аннесен кунне чыслăн паллă турĕç. Ăна хатĕрленме хĕрарăмсен совечĕ маларахах пуçăннă. Зала чечексемпе, чĕнÿсемпе капăрлатнă. Концерт «Тавах анне, çуратнăшăн» юрăпа пуçланчĕ. Уява килнисене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Сымов саламларĕ. «Хастар» пĕрлешÿллĕ хуçалăх ертÿçи Н. Родионов салам сăмахне чи çывăх çынсене халаллакан юрăпа вĕçлерĕ. Ун хыççăн А. Ершова, О. Кутузова, Е. Антонова, Л. Романова, А. Яковлева, А. Шелякова, Е. Пчеловодникова, З. Лябукова çепĕç юрăсем шăрантарчĕç.
Аннесем ĕçре çеç мар, сцена çинче те маттур иккен. Акă, А. Яковлева ба-лалайкăпа выляма маçтăр. К. Прядкина хăй çырнă сăввисене ăста вуласа пачĕ.
И. Лещевăн тĕрри-çĕвви мĕн тери хитре. Çут çанталăкăн кашни вăхăтне сăнарланă вăл.
С. Сидорова 11 ача çуратса ÿстернĕ. Çитĕнекен ăру ĕçре маттур, хастар, тирпейлĕ, ял хушшинче сăпайлă. Ачисем амăшне хисеплеççĕ. Светлана хăй ырă тĕслĕх кăтартать вĕсене. Уявра юрласа, ташласа пачĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)