02 декабря 2009 г.
Турханти психоневрологи интернатĕнче инвалидсен художество пултарулăх коллективĕсен республикăри иккĕмĕш фестивалĕ иртрĕ. Ăна Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне халалланă. «Пурнăçра–юрăпа пĕрле» ятпа йĕркеленĕ юрăпа ташă уявне республикăри çичĕ районти пултарулăх ушкăнĕ хутшăнчĕ. Вăл шутра Улатăр, Йĕпреç, Вăрнар, Муркаш районĕсенчи психоневрологи интерначĕсен коллективĕсем, Кÿкеçри ачасен интерначĕ.
Уявра хаваслă кĕвĕ-çемĕ, капăр тум, ырă кăмăл, тараватлăх пулни паха. Турханти психоневрологи интернатĕнче республика шайĕнче йĕркеленĕ фестивалĕн ăнăçлăхĕ шăпах çакăнта пулчĕ. Интернат директорĕ А.Бабаев чăн малтанах коллективсен представителĕсене йышăнчĕ, коллективăн пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, çитĕнĕвĕсем, малашлăх ĕмĕчĕсем пирки чарăнса тăчĕ. Ун хыççăн интернатăн культура çуртĕнче тĕрлĕрен шăпапа каялла тухмалла мар çурта çакланнисен сцена çинчи пултарулăх конкурсĕ пуçланчĕ. Инçе çула кĕскетсе фестивале хапăл тунисене малтанах ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин управлени пуçлăхĕ Г.Степанов (жюри председателĕ), социаллă учрежденисен аталану секторĕн заведующийĕ З.Кошкина ăнăçу, савăк кăмăл, творчествăлла пысăк пултарулăх сунчĕç.
Шăпа кăларнă хыççăн Улатăрти психоневрологи интерначĕн коллективĕ капăрлатнă сцена çине тухиччен тепĕр савăнăçлă самант та пулчĕ. Районта хамăр пурăнакан, ĕç вырăнĕсене тирпей-илем кĕртес, симĕслетес тĕлĕшпе йĕркеленĕ конкурсра «Сывлăх сыхлавĕн чи тирпейлĕ обьекчĕ» номинацире Турханти психоневрологи интерначĕ пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çак ятпа район пуçлăхĕн çумĕ И.Дикин интернат ертÿçине диплом тата ятарласа çырнă хăма парса саламларĕ.
Конкурсăн пĕрремĕш условийĕпе репертуарта 80-мĕш çулхи юрăсем пĕрин хыççăн тепри янăрарĕç. Сцена çине тухнă артистсем ăс-тăн тĕлĕшĕнчен, хăтлануран айванрах пулин те, капăр тăхăннă тумсемпе чăн ăстасем пекех туйăнчĕç. Асăннă конкурсра Вăрнар районĕнчи Калининăри психоневрологи интерначĕн юрă ăстисем мала тухрĕç. Ташă композицине кăтартассипе те вĕсемех палăрчĕç. Ку тĕлĕшпе Турханти психоневрологи интернатĕнчи юрăпа ташă ушкăнĕ те фестивале тăрăшса хатĕрленнĕ. Чуна хумхантаракан вальс çеммипе капăр тумсемлĕ икĕ мăшăр çаврăм хыççăн çаврăм тунă чухне пурте савăнса ларчĕç. Хĕвел тухăç ташшине те лайăх кăтартрĕç (лартаканĕ Т.Толстова). Инвалидсене алă ĕçне хăнăхтарас енĕпе тимлекен Ю.Данилова инспектор тăрăшнипе Патăрьелсем курава чылай эрешлĕ япаласем хатĕрлесе тăратнă. Урăхла каласан Турхансем хăнасене кĕтсе илме те, хăйсен пултарулăхне кăтартма та тăрăшни сисĕнчĕ фестивальте.
Инвалидсен художество пултарулăх коллективĕн иккĕмĕш фестивальне кашни коллективах пысăк яваплăха туйса килнĕ. Çапах та жюри пĕтĕмлетĕвĕ хыççăн Вăрнар районĕнчи Калининăри психоневрологи интерначĕн коллективĕ пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Иккĕмĕшĕнче–Кÿкеçсем, виççĕмĕшĕнче–Турхансем.
– Интернатсем хушшинчи çирĕп туслăх малалла та аталансах пытăр,пурнăçра яланах паянхи евĕр юрăпа пĕрле пулар,–вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне фестивале ертсе пынă О.Никитина культура ĕçченĕ.
–Тепре тĕл пуличчен!–терĕç пурте.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)