28 октября 2009 г.
Ырă кăмăллă, ăшă кулăллă çынпа калаçсан ăмăр çанталăк та хĕвеллĕн курăнать. Çакна чылайăшĕ туйнă пулĕ. Турханти психоневрологи интерначĕн дирекцийĕ вĕсен коллективĕнчи кашни çын çавăн пек пултăр тесе тăрăшать. Çак тĕллевпе вĕсем иртнĕ эрнере «Ăшă кулă» конкурс йĕркеленĕ. Унта вара интернатра ĕçлекен кашни çын хутшăнать. Вăл шутра арçынни те, хĕрарăмми те. Тĕллевĕ вара пĕрре: ют çынпа та тăванла çывăх пулмалла, çурт-йĕре тирпейлĕ, кăтартуллă тытмалла, ĕçе те культурăллă тăхăнса çÿремелле, кашни çынпа кăмăллă, йăл кулса калаçмалла. Никампа хутшăннă чухне те сасă хăпартмалла мар. Çакă коллектива тата туслăрах тума çеç пулăшĕ. Чăтăмлăха тĕрĕслемелли тапхăр сахалах мар: арçынсен конкурсне февралĕн 23-мĕшне, хĕрарăмсенне мартăн 8-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмлетĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)