Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватăлмаççĕ чунĕпе ветерансем Сумлă юбиляр

24 октября 2009 г.

Упамсари А. Пешкова 75 çул тултарнă ятпа район пуçлăхĕ Н. Глухов тата ял тăрăхĕн ертÿçи А. Сымов саламларĕç. Тивĕçлĕ те вăл. Çакна юбиляр кун-çулĕпе кĕскен чупса иртни те уççăн çирĕплетет. Александр Петрович хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче вилнĕ. Амăшĕ икĕ ывăлĕпе пĕр хĕрне пĕчченех пăхса ÿстернĕ. Александр вара ачисенчен асли пулнă. Çавăнпа ăна ытларах тиеннĕ.

Шкул пĕтернĕ ывăлĕ «Красная поляна» хуçалăхра бригадирта ĕçлеме пуçăнни амăшне савăнтарнă. Хуçалăхсем пĕрлешсен А. Пешкова председатель çумне лартнă. Пĕлÿ илес ĕмĕчĕ сÿнмен-ха Александр Петровичăн. 1961-1964 çулсенче вăл совпартшкулта вĕреннĕ. Унтан «Россия» колхозра агронома кÿлĕннĕ. Çав вăхăтрах Чăваш ял хуçалăх институчĕн агрономи факультетĕнчен вĕренсе тухнă. 1972-1983 çулсенче хуçалăх тилхепине тытса пынă. Ĕçе тивĕçлипе туса пынине «Хисеп Палли» орденпа «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ» ята тивĕçет. Чăваш Республикин делегацийĕ йышĕнче Александр Петрович Мускавра ял хуçалăхĕнче минераллă удобренисемпе усă курассипе ирттернĕ Пĕтĕм Союзри конференци участникĕ пулнă. Вунă çул бригадирта, унтан «Красная поляна» хуçалăх ертÿçинче ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва кайни те самай вăхăт ĕнтĕ. Çак хушăра та алă усса лармасть. Ял пурнăçне хастар хутшăнать. Хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ Пешковсем.

Пĕрлех ял комитечĕн председателĕн тивĕçĕсене пурнăçланă май ĕçе йĕркеллĕ туса пынă. Ял хуçалăх кооперативĕ саланнăран, тирпей-илем кĕртесси, сооруженисене тытса тăрасси общественность çинче пулнă. Кирек хăш ĕçе те Турхан ял тăрăхĕн администрацийĕпе пĕрле канашласа тунă. Кас хуралĕсем йĕркелессине мала хунă А. Пешков. Юхан шыв хĕррисене, урамсене йывăç ларттарассипе ĕçленĕ. Ял комитечĕ тăрăшнипех çулленех июлĕн 12-мĕшĕнче ял уявне ирттернĕ. Ăна пуçарса яраканĕ шăпах Александр Петрович пулнă. 1986 çултанпа пĕр сиктермесĕр иртет вăл.

Тавра ялсем лайăх пĕлеççĕ А. Пешкова. Хăйĕн авторитетне пула район пуçлăхĕн канашçи пулни те чыс кÿрет ăна.

Юбиляр хĕпĕртерĕ саламшăн. Хăй ĕçленĕ вăхăтсене тепĕр хут куçĕ умне кăларчĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика