Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемьери ĕç паттăрĕ

21 октября 2009 г.

 Пĕр ĕмĕр патнелле çывхаракансем Упамсара сахалах та мар. Çакă вăл вăрман сывлăшĕн ырлăхĕнчен те килет пулĕ. Çакна раштавра 94 çула çитсе пыракан Елена Васильевна Козлова тĕслĕхĕ те лайăх çирĕплетсе парать. Кÿршĕрех пурăнаканскер, мăшăрăн хресна амăшĕ те пулнипе пирĕншĕн питĕ çывăх çын. Пĕлтĕр кăна хăйне аванах туятчĕ. Пÿрт умне тухса ларса кашни иртен-çÿрен ял çыннине палласа илсе сăмах хушатчĕ. «Манăн нимĕн те ыратмасть, вăй кăна унчченхиех мар» тесе пĕлтеретчĕ.

Кăçал уншăн сасартăк инкеклĕ пулса тухрĕ. Вăл пачах утайми пулса     тăчĕ, урисем вăйлă шыçса кайнипе ăна ларса тăма та кансĕр... «Фермăра 20 çул ытла дояркăра ĕçлесе флягăсем йăтсах пĕтертĕм пуль çав урасене», – кÿренчĕклĕн каласа хурать хушăран. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн савăннине те пĕлтерме манмасть.

Унчченхи Первомайски районĕнче чи малтанхи миллионер-колхозра («Красная поляна» хуçалăха халăхран тухнă пултаруллă ертÿçĕ Петр Михайлович Степанов тытса пынă, кайран унăн вĕренекенĕ Александр Петрович Пешков тилхепене тытса кайнă) ĕне ферминче пĕр улшăнмасăр 21 çул дояркăра вăй хурса районта та, республикăра та хастаррисен ретне тухайнă. Ахальтен мар ăна 1961 çулта Чăваш Республикинчи лайăх кăтартусемшĕн «Чи лайăх доярка» хисеплĕ ят парса хакланă. 5 çултан «Ĕçре палăрнăшăн» медаль илнĕ.

Хаклав хучĕсемпе палăртусем темĕн чухлех Елена Васильевнăн. Вĕсен хушшинче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çулĕсенче пурнăçне шеллемесĕр ĕçленĕшĕн, «Ĕç ветеранĕ» медальсем тата ытти те. 1957 çулта ВДНХ-на кайса килме тивĕç пулнă.

Вăл ялти чи хисеплĕ çынсен шутĕнче. Ăна «Ялăн ĕç ветеранĕ» ятне те панă. Çавăнпа ялти тата шкулти уявсенче вăл хисеплĕ хăна.

Килĕштерсе пурăнакан çемьере çеç çавăн чухлĕ çул пĕр улшăнми ĕçре пулма пулать. 3 çул кĕçĕнрех йăмăкĕ Мария Васильевна килти пĕтĕм ĕçе хăй çине илнĕ. Ывăлĕ Василий тракторист, кинĕ Зина ферма ĕçченĕ пулни унăн килти ĕçне нумайлатнă. Çамрăксен çемйи хăйсен ачисемпе тата мăнукĕсемпе пысăкланса пынă. Кун пек çемьере ватăсем пурри темрен те паха. Чи кирли вара – çемьери килĕшÿ. Вăл енĕпе Козловсем ялта чи тĕслĕхли.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика