Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çичĕ ютăн тăван амăшĕ

19 сентября 2009 г.

Турханти психоневрологи интерначĕн директор пÿлĕмне пĕрре пăхсах сăпайлă та тирпейлĕ, ĕçшĕн чун-чĕререн тăрăшакан хĕрарăм кĕчĕ.

– Çакă ĕнтĕ пирĕн маттур та пултаруллă, нумай ачаллă «амăшĕ». Хăйĕн ĕçне мĕн пур тÿрĕ кăмăлтан пурнăçласа пынăран ăна кăçал «Районти чи лайăх медицина работникĕ» хисеплĕ ят пачĕç. Вăл çеç те мар-ха, пирĕн Ольга Георгиевна нумай пулмасть Раççей шайĕнчи Хисеп грамотине те илме тивĕçрĕ, – кĕскен паллаштарчĕ Анатолий Алексеевич Бабаев хăйĕн ĕçтешĕсенчен пĕринпе.

Сăмах çумне сăмах хушăнса ăш пиллĕ калаçăва куçрĕ. Элĕк хĕрĕн Юхма тăрăхне килсе тĕплениччен çак ĕç валли хăйне нумай хатĕрлеме тивнĕ. Карагандари патшалăх медицина институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн çамрăк специалиста Казахстанри Туркестана ĕçлеме янă. Ольга Георгиевнăн пĕрремĕш ĕç кунĕ те интернат çуртĕнченех пуçланнă. Ăс-тăн, ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен айвансен пысăк ушкăнĕнче çичĕ çул врач-психиатр пулса ĕçленĕ. Мăшăрланичченех 310 ача амăшĕ пулса тăнă вăл! Вĕсем хушшинче тĕрлĕрен нушаллисем, шăпаллисем пулнă. Кашнин нушине пĕрле пайланă тухтăр. Çак тĕнчере тем сăлтава пула шăпа каялла тухмалла мар çурта илсе килнисен сывлăхне кăштах та пулин тăсас тесе çамрăк врач ун чухнех кăмăлтан тăрăшнă. 1993-1995 çулсенче Ольга Георгиевнăн ĕçри хастарлăхне кура интернатра директор çумĕ пулма шаннă.

Чăваш çĕр-шывĕнчен аякри кĕтесре Элĕк хĕрĕ чăвашла ĕçченлĕхпе, сăпайлăхпа, тирпейлĕхпе палăрса тăнă. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна хулан хисеплĕ гражданинĕ ятне панă, унăн сăн ÿкерчĕкĕ тăван çĕр-шыва куçса киличченех ят-сум çĕнсе илнисен хушшинче çакăнса тăнă.

О. Шигабова Турханти психоневрологи интернатĕнче врач-психиатр пулса вун иккĕмĕш çул ĕçлет. Халĕ вăл медицина уйрăмĕн заведующийĕ шутланать.

Александр Зиннурович мăшăрĕпе хĕрпе ывăл çитĕнтернисĕр пуçне Ольга Георгиевнăн яваплăхĕ çинче паян тата 238 çыннăн пурнăçĕ. Вĕсенчен 97-шĕ хĕрарăм, 140-шĕ арçын. 17 медицина сестри вĕсен сывлăхĕпе талăкăн кирек хăш сехетĕнче те кăсăклансах, пăхсах, сăнасах тăраççĕ. Икĕ палатăра, акă, (34-ăн) çынсем вырăнпах выртаççĕ, тăраймаççĕ, утса çÿреймеççĕ. Вĕсене уйрăммăн пăхмалла. Мунчана та йăтса каймалла, апатлантармалла, сиплемелле, ыттисене пăхнă пекех таса та тирпейлĕ тытмалла. Кирек мĕнле пулсан та вĕсем те чун-çке, пурăнасшăн тапаланаççĕ.

Ольга Георгиевна коллективра пысăк хисеп çĕнсе илнĕ. Вăл тăтăшах хăйĕн професси ăсталăхне, тавракурăмне ÿстерсе пырать. Ытти работниксенчен те çавнах ыйтать. Кашни работникăн хăйне евĕр психолог пулмаллине калать. Унсăрăн шăпа çак çурта илсе çитернисен чĕлхине, хăтланăвне ăнланма та йывăр пулĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика