03 сентября 2009 г.
Турханти «Богоявление Господне» чиркÿ 120 çул тултарчĕ. Çав ятпа Шупашкар – Чăваш Ен Митрополичĕ Варнава чаплă литурги ирттерчĕ.
Тĕн литургине Турхан ял тăрăх пуçлăхĕ А. Сымов, Шупашкар – Чăваш Ен епархийĕн духовникĕ Геннадий протоиерей, Çĕнĕ Шупашкарти Владимир Çветтуй князь ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ хамăр ентеш Илья протоиерей, кăнтăр округĕн благочиннăйĕ Анатолий атте, Чăваш епархийĕн кăнтăр округĕнчи тĕн çыннисем, предприятисемпе организацисен ертÿçисем, Турханти тата тавра ялсенчи халăх йышлăн хутшăнчĕç.
Литургире Çĕнĕ Шупашкарти Владимир князь ячĕллĕ чиркÿ хорĕ юрларĕ.
Литурги хыççăн вĕренÿ çулне халалласа кĕлĕ иртрĕ.
Варнава Митрополит Турхан чиркĕвĕн настоятелĕ, приход канашĕ чир-кĕве тирпей-илем кĕртес, Вырсарникун шкулне ĕçлеттерес тĕлĕшпе пысăк ĕçсем тунине ырласа палăртрĕ, А. Едриванов строителе чиркÿ çумĕнче часавай тума хутшăннăшăн Хисеп хучĕпе наградăларĕ.
Турханта «Богоявление Господне» чиркÿ юбилейне çапла чыслăн паллă туни çынсен ăс-тăнĕнче тарăн йĕр хăварчĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)