26 августа 2009 г.
Турханти психоневрологи интернатĕнче вăй хуракансем кунта кĕтес тупнисен пурнăçне интереслĕ те пуян тăвассишĕн нумай тăрăшаççĕ. Пĕр мероприяти хыççăн тепри пулсах тăрать, район, республика шайĕнче иртекен конкурссене те хутшăнаççĕ, экскурсисене каяççĕ.
Нумай пулмасть интернатра ĕçлекенсен тата инвалидсен пĕр ушкăнĕ, пурĕ 35 çын, О. Никитина социаллă работник ертсе пынипе Тутарстан республикинче вырнаçнă Раифский мăнастире тата Хусан хулине çитсе курчĕç. Çавăн пекех Дивеевăра, Çĕрпÿ хулинчи мăнастирта та пулнă. Унти сăваплă çăл куçсенче шыва кĕнĕ.
Виççĕмĕш летчик-космонавт А. Николаев 80 çул тултарнине (пурăннă пулсан) халалласа интернатра спорт мероприятийĕ йĕркеленĕ. Вăл: «Пĕчĕк çитĕнÿсенчен – пысăккисем патне» девизпа иртнĕ. Инвалидсемпе пĕрле 7 команда йĕркеленĕ. Ăмăртса чупса, велосипедпа ярăнса, калуш ывăтса, канат туртса çĕнтерессишĕн кашни тăрăшнă. Хаваслăх, туслăх хуçаланнă мероприятинче.
«Пĕрин çитĕнĕвĕ – пурин те», – теççĕ интернатра вăй хуракансем. Кунта тăрăшакан ĕç сыхлавĕн инженерĕ Л. Сердюков республикăра иртнĕ «ЧР ĕç сыхлавĕнчи чи лайăх специалист» конкурсра Патăрьел районĕн чысне хÿтĕленĕ. Пĕр-ремĕш этапра Леонид Александрович 27 конкурсант хушшинче хăйĕн пĕлĕвĕпе тата пултарулăхĕпе палăрнă, иккĕмĕш этапа хутшăнма тивĕçнĕ. 22 участник хушшинче творчество конкурсĕнче çĕнте-рÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Ăна Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕн çумĕ Л. Рулькова саламланă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)