25 июля 2009 г.
Республикăри 42 ял тăрăхĕн пуçлăхĕ çак кунсенче Пенза, Волгоград, Ростов, Воронеж облаçĕсен, Мордва республикин хăш-пĕр районĕсене çитсе килчĕ. Çул çÿрев тĕллевĕ унта пурăнакан халăхсен пурнăçĕпе интересленесси, вырăнти бюджет ĕçĕ-хĕлĕпе паллашасси пулчĕ.
Инçе çула тухма пирĕн районтан Алманчă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Фомин, Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Яковлев, Турхан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Сымов тивĕç пулчĕç. Ушкăна республикăри муниципаллă хăйтытăмлăхсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ В. Максимов ертсе пычĕ. Кашни чарăнурах пирĕн тăрăхри ертÿçĕсем валли ăша хывмалли сахал мар. Пенза облаçĕнче теплицăсенче пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Хĕм сапан розăсене сутса та бюджета укçа кĕртме пулать иккен. Волгоград облаçĕнче те хăйсен тăрăшуллă ĕçĕпех тупăш çăл куçĕсене тупаççĕ. Ростов облаçĕнчи Михаил Шолохов писатель музейне çитсе курчĕ делегаци. Пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашнă чухне чăвашсен пурнăçĕ те интереслентерчĕ кĕтсе илекенсене. Çул çÿрев икĕ еншĕн те усăллă пулчĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)