Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял тăрăх спартакиади

18 июля 2009 г.

Турхан ял тăрăхĕнчи «Кивçурт» уçланкăра районти ял тăрăхĕсен спартакиадин программипе килĕшÿллĕн черетлĕ ăмăртусем иртрĕç. Хальхинче командăсем хутăш эстафетăра тата вĕрен туртса тупăшрĕç.

Спартакиадăн савăнăçлă саманчĕ вăхăтĕнче Патăрьел район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р. Селиванов саламласа кĕске сăмах каларĕ, ăмăртусем уçăлни çинчен пĕлтерчĕ, çитĕнÿсем сунчĕ. Çавăн пекех райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн начальникĕн çумĕ Ю. Васюткин, Турхан ял тăрăх пуçлăхĕн çумĕ И. Данилов ăнăçлă ăмăртма пехиллерĕç.

 Спортплощадкăна 14 ял тăрăхĕн команди йышăнчĕ.

 Хутăш эстафетăра тĕл пересси, инçĕшне чупасси, велосипедпа ярăнасси пулчĕ. Çивĕч кĕрешÿре Çĕньял ял тăрăхĕн команди çĕнтерчĕ. Аслă Чемен ял тăрăх команди иккĕмĕш вырăнта, Патăрьел ял тăрăхĕн – виççĕмĕшĕнче.

Вĕрен туртассипе те тупăшу хĕрÿ иртрĕ. Хĕрарăмсен ушкăнĕнче Ыхра Çырми ял тăрăхĕн команди пĕрремĕш, Патăрьел ял тăрăхĕн – иккĕмĕш, Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç.

Арçынсен ушкăнĕнче Пикшик ял тăрăхĕн командине никам та çĕнтереймерĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Патăрьел ял тăрăхĕн, виççĕмĕшĕнче Ыхра Çырми ял тăрăхĕн командисем.

Шел пулин те Çĕнĕ Ахпÿрт, Первомайски, Кзыл Чишма тата Алманчă ял тăрăхĕсем спартакиадăн çÿлерех асăннă енĕсемпе ăмăртма командăсем тăратаймарĕç. Ку вĕсен пуçлăхĕсене пĕрре те чыс кÿмест.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика