Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алăра киçтĕк, сăрă пулсан

13 июля 2009 г.

Пĕтĕм тĕнчери Кокель ячĕллĕ III пленэр Патăрьел районĕнче тин çеç ĕçлеме пуçланăччĕ. Вăхăт хăвăрт шăвать çав. Акă ыран вăл пысăк куравпа хупăнĕ те. Ÿнерçĕсемпе, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашас тĕллевпе района пырса çитнĕ тĕле вĕсем Турхан ялĕнчен Чăваш Ишекне куçнăччĕ. Кăçалхи уйрăмлăх çакă: пленэр икĕ вырăнта иртни. Художниксем Чăваш Ишекĕнче Чăваш патшалăх университечĕн Пĕлÿ çуртĕнче вырнаçнă. Вăрттăнлăх мар: ытти çул та вĕсем ЧПУ хÿттинче пулнă. Çак йĕркесен авторне пленэра хутшăнакансемпе паллаштараканĕсем, вĕсем пирки хавхаланса каласа кăтартаканĕсем те университет ĕçченĕсемех - В.Васильев профессор, пленэр координаторĕпе “Ульяновец” хаçат тĕп редакторĕ Л.Филиппова пулчĕç.

Камсем тата ăçтан килсе çитнĕ-ха Юхмапа Пăла тăрăхне? Инçетри Украинăран - Сергей Коморный, Украина Наци художникĕсен союзĕн членĕ, Чугуев хули* Александр Король - Украина Наци художникĕсен союзĕн членĕ, Харьков хули* Алексей Дмитриев - Украина Наци художникĕсен союзĕн членĕ, Харьков патшалăх дизайнпа искусствăсен академийĕн живопиç кафедрин доценчĕ, “Red Horse” ÿнерпе реставраци пĕрлешĕвĕн членĕ. Питĕртен - ентешĕмĕр, Чăваш халăх тата Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ, Ăслăлăхпа искусствăсен Петĕр академийĕн чăн членĕ Анатолий Рыбкин. Кÿршĕсенчен - Тутарстан Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ТР Г.Тукай ячĕллĕ Патшалăх премийĕн лауреачĕ, ТР Художниксен союзĕн председателĕ Зуфар Гимаев. Чăваш Енрен çак ÿнерçĕсем хутшăнаççĕ: Раççей Художниксен союзĕн членĕ, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ Юрий Милославский* Алексей Кокель тăхăмĕ - ЧППУ ÿнерпе графика факультечĕн тăваттăмĕш курс студенчĕ Константин Кокель.

Виçĕм çул, пĕрремĕш пленэр ĕçленĕ вăхăтра, Турхана çитсе килнĕччĕ. Çавăнпа хальхинче малтан паллашнă художниксемпе тĕл пулма уйрăмах кăмăллă пулчĕ. Сăмахăм Сергей Коморный тата Анатолий Рыбкин пирки. Пĕр вырăна темиçе хут килни, пĕр япаланах ÿкерме тивни кичем мар-ши? Çакăн пирки художниксем хăйсем мĕн шухăшлаççĕ-ха?

Сергей КОМОРНЫЙ:

- Виççĕмĕш хут килтĕм кунта. Кичем тетĕр-и? Пачах çук. Тепĕр енчен, пленэр йĕркеллĕ ĕçлесе кайтăр тесе пулăшас та килет. Эпĕ Чугуев хулинчен. Унта паллă ÿнерçĕ Илья Репин çуралнă. Илья Ефимович вара Алексей Кокелĕн вĕрентекенĕ пулнă. Репин çуралнăранпа кăçал 165 çул çитет. Чугуевра ун ячĕпе Х пленэр иртет. Унта А.Кокелĕн тăхăмĕсем - Константинпа Наталья Кокельсем хутшăнма кăмăл турĕç.

Чăваш çĕрĕ юмахри пекех: йывăç нумай, тÿпе çÿллĕ, таса. Вăрçă кĕрлемен, алхасман, çавăнпа авалхи çуртсем те упранса юлнă. Вырăнти архитектура, йăла-йĕрке, халăхăн хăй евĕрлĕхĕ - художнике шăпах çакă кăсăклантарать те. Ман шухăшăмпа, Раççей чĕри шăпах çакăнта.

Анатолий РЫБКИН:

- Алăра киçтĕк, умра сăрă пулсан нихăçан та кичем мар. Пĕрремĕш хутĕнче, тен, ăнланса та çитейместĕн вăл е ку япала мĕнпе çыхăннине. Чăваш ялне сăнама юрататăп. Кивĕ, пушă çурт йышлансах пырать. Унта тахçан çынсем пурăннă, савăннă, куляннă. Халĕ вĕсенче ăшă мар - хуçисем çук. Этем шăпи - паян пур та, ыран çук - шухăшлаттарать. Çак кĕске ĕмĕрĕмĕрте ытларах ырă ĕç тăвасчĕ, ырă ят хăварасчĕ - çак тĕллевсем çуралаççĕ ялта.

Пленэр паянпа вĕçленмест. Турханта е Чăваш Ишекĕнче тĕвĕленнĕ этюдсенчен мастерскойра картинăсем çуралаççĕ. Турханта ЧПУн дизайн факультетĕнче вĕренекен Олесьăпа Альбина студенткăсемпе мастер-класс та ирттертĕм. Тăван кĕтесе, тăрăха таврăнма яланах кăмăллă. Чунпа канатăн, ĕçлетĕн унта. Анчах инçе çулсем те кĕтеççĕ. Çурла уйăхĕнче Самар облаçне, Çамрăк ÿнерçĕсен фестивальне, тухса кайăп. Ун хыççăн тата инçене - Сирие, Китая...

Тутарстан ÿнерçине Зуфар Гимаева Кокель ячĕллĕ пленэра иртнĕ çул йыхравланă пулнă. Зуфар Фаатович ун чухне ерçеймен, кăçал хутшăнма шантарнă. Сăмахне тытнă. Шăпах çав вăхăтра Францирен йыхрав илнĕ пулсан та. Ку çеç те мар-ха. Çак кунсенче Тутарстан Правительствинчен шăнкăравланă: пысăк гонорар тÿлекен саккас пур-мĕн. Унашкалли пирки кирек хăш художник та ĕмĕтленет. Зуфар Фаатович каллех килĕшмен: панă сăмаха çирĕп тытать вăл.

Зуфар ГИМАЕВА хăйне итлесе пăхар-ха:

- Паллах, мана укçа-тенкĕ пĕрре те чăрмантармастчĕ, анчах чун-чĕре ун пек тума - пĕр ĕçе вĕçлемесĕр теприн çине сиксе ÿкме, ĕçтешсене хисепрен кăларма - хушмасть.

Республикăри Художниксен союзĕн председательне лартнăранпа çулталăк çурă иртрĕ. Унтанпа алла киçтĕк тытса курманччĕ. Халĕ антăхса кайнă пек ĕçлетĕп, 15 этюд турăм. Турханта Анисия аппана, пĕчĕк Таньăна ÿкертĕм, Чăваш Ишекĕнче - 92 çулти Александра Мироновнăна. Ку çеç-и? 30 çул каялла Питĕрти И.Репин ячĕллĕ живопиç, скульптура тата архитектура институтĕнче А.Зайцев мастерскойĕнче пĕр вăхăтра вĕреннĕ юлташпа Анатолий Рыбкинпа тĕл пултăм. Çакă савăнăç мар-и? Сирĕн Художниксен союзĕн ертÿçипе Ревель Федоровпа та курнăçасшăн-ха. Иксĕмĕре кăсăклантаракан ыйтусем çук мар.

Алексей Дмитриевпа Чăваш Ишекĕнчи Кулаковсен килĕнче тĕл пултăмăр. Шăпах çак кунсенче 75 çул тултарнă Ольга Ефимовнăн портретне ÿкеретчĕ вăл. Хăйĕн пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă хĕрарăм 5 ача пăхса çитĕнтернĕ, халĕ ывăлĕн çемйипе пурăнать. Художникшăн çак ĕçре чи пĕлтерĕшли мĕн-ши?

- Ольга Ефимовнăн куçĕпе алли, - тет Алексей Олегович.

Чăн та, пулас картина çинчен Улька аппа йăваш та çирĕп, тунсăхлă та çав вăхăтрах ялкăшакан куçпа тинкерет. Çулсем иртеççĕ, анчах ун хăвачĕ, вăйĕ сÿнмен-ха. Алли вара... Ĕçпе пиçĕхнĕ, куштăрканă, апла пулин те мăнукĕсемшĕн унтан çемçе те ăшă алă тĕнчере урăх çук.

Александр Король ÿкерекен Анна Иванова портречĕ пирки те çакнах каламалла. Анук аппа çичĕ çултах тырă вырнă, вун пĕрте - утă çулнă. Шăллĕпе иккĕшĕ çамрăклах тăлăха юлнă. Çапах та ун сăнĕнче пурнăçа кÿренни çук, пичĕ-куçĕ çутă та илемлĕ. Художник ăна кил картинче сăнарланă, уншăн чăваш тумĕ те кăсăклă, вырăнти архитектура та - чÿрече таврашне йывăçа касса эрешлени те - пĕлтерĕшлĕ. “Пирĕн тăрăхра кун пекки çук, - тет Александр Александрович. - Çавăнпа та ахаль çыншăн вак-тĕвек шутланакан япала маншăн - çĕнĕ пулăм”.

Анна Петровна хăй çак хисепе мĕнле йышăнать-ха?

- Ÿкермесен те юратчĕ ĕнтĕ. Ыттисенчен уйрăлса тăмастăп вĕт. Пĕр хускалмасăр 2 сехет ларасси ман валли мар. Çывăрса та кайнă. Халь ку сăна ăçта илсе кайĕç?

Ÿнерçĕ те татса калаймарĕ: ăçта пулĕ унăн вырăнĕ - Турханти ÿнер галерейинче е инçетри Украинăра? Пĕр саманта - ЧПУ ректорĕ Л.Кураков Чăваш Ишекĕнче пурăнакан хисеплĕ ватăсене ÿкерме сĕннине - чун-чĕререн ырлатăп. Çак сума, чыса тивĕçлĕ пирĕн аслă ăру. Ÿнерçĕсем ачасем пирки те манмаççĕ. Виçĕ çулти Катя Бородовăна, авă, харăсах иккĕн ÿкереççĕ. Хĕр пĕрчине кайран пылак çимĕçпе сăйлаççĕ. Икĕ этюд çине пăхать те: “Ку - эпĕ, çакă та эпĕ”, - тет. Унтан каллех пукан çине меллĕн вырнаçса ларать.

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика