14 июля 2009 г.
Ĕлĕкрех Питрав кунне сумлă уявланă: така пусса çинĕ, хĕрсем вăйă картине тăнă, кĕçĕн çулхисем вăрманта çырла пуçтарнă... Несĕлĕмĕрсенчен килекен йăлана Патăрьелсем манăçа кăларас темеççĕ. Шăпах çак кун Турхан ял тăрăхĕнчи Кивçурт уçланкăра Патăрьел районĕн кунĕ иртнĕ. Уява район пуçлăхĕ Николай Глухов, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ, Турхан ялĕн хисеплĕ гражданинĕ Лев Кураков, Украинăри Харьков облаç патшалăх администрацийĕн культурăпа туризм управленийĕн пуçлăхĕ Нина Супруненко, Украина халăх художникĕ, Украина Наци художникĕсен союзĕн Харьков организацийĕн председателĕ, Украина Искусствăсен академийĕн академикĕ, Турхан ялĕн хисеплĕ гражданинĕ Виктор Ковтун, районти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ыттисем хутшăннă.
Турхан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Сымов тата ял çыннисем хăнасене чăвашсен авалхи йăлипе - çăкăр-тăварпа, техĕмлĕ сăрапа - кĕтсе илнĕ. Вырăнти дендрари-паркпа паллашнă хыççăн пурте Кивçурт уçланкăна çул тытнă. Кунта ял тăрăхĕн пурнăçĕпе паллаштаракан стендсем хатĕрленĕ, Пĕтĕм тĕнчери Алексей Кокель ячĕллĕ III пленэра хутшăннă ÿнерçĕсен ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ, художество пултарулăх коллективĕсем вăйă картине тăрса авалхи юрăсене чуна пырса тивмелле шăрантарнă.
Район кунне уявлама хутшăннисене А.Сымов, Н.Глухов, Л.Кураков, ыттисем саламланă. Ял тăрăхĕсен ĕçĕнче палăрнисене Дипломсемпе, Хисеп грамотисемпе, Тав çырăвĕсемпе, хаклă парнесемпе чысланă. Район пуçлăхĕшĕн Николай Глуховшăн пĕр самант уйрăмах кăмăллă пулнă: Виктор Ковтун ÿнерçĕ унăн портретне ÿкерсе килнĕ. Нина Супруненко вара Турхан çыннисен пахчинче ÿсекен чечексенчен хатĕрленĕ çыхха чи хаклă парне пек йышăннă. Лев Кураков хăйĕн сăмахĕнче тăван районĕпе, унăн çыннисемпе мухтаннине палăртнă. Çав çынсен хушшинче Алексей Кокель ÿнерçĕн пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк. Унăн ятне çĕклес тата Раççейпе Украина халăхĕсен хушшинчи туслăха çирĕплетес тĕллевпе И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ, Патăрьел район администрацийĕ, Турхан ял тăрăхĕ Пĕтĕм тĕнчери Кокель ячĕллĕ пленэр йĕркеленĕ. Кăçал вăл виççĕмĕш хут иртнĕ терĕмĕр /ун пирки “Хыпарăн” иртнĕ номерĕнче çырнăччĕ/.
Уçланкăра ача-пăча сасси, юрă-кĕвĕ кунĕпех янăранă, спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ.
Источник: "Хыпар"