Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кокель ячĕллĕ пленэр

04 июля 2009 г.

Турханта чăвашсен пĕрремĕш художник-профессорне А.А. Кокеле халалласа Тĕнчери виççĕмĕш пленэр пуçланчĕ. Çакна палăртма кăмăллă: кăçал вăл Турханта çеç мар, Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Л.П. Кураков академик çуралнă ялта Чăваш Ишекре те иртет. Унсăр пуçне хутшăнакансен йышĕ те пысăкрах пулать.

Пленэра хутшăнакансен малтанхи ушкăнне – Украина тата Тутарстан художникĕсене – Канашри чукун çул вокзалĕнче Турхан ял тăрăх пуçлăхĕ А. Сымов ертсе пыракан делегаци чăваш йăли-йĕркипе сумлăн кĕтсе илнĕ. Кунтах Шупашкар художникĕсем те килсе çитнĕ.

Хăнасене Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьел филиалĕнче Патăрьел район пуçлăхĕ Н. Глухов тата Л. Кураков ректор йышăннă. Вĕсем район тата университет ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă.

Малаллахи мероприятисем Чăваш Ишекĕнчи Пĕлÿ çуртĕнче иртнĕ. Кунта Л. Кураков Тĕнчери Кокель ячĕллĕ III пленэр уçăлни çинчен пĕлтернĕ.

Унтан хăнасем Турханти вăтам шкула пырса çитнĕ. Кунта вĕсене шкул директорĕ В. Иванов, организаци-учреждени ертÿçисем, вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕ, ял-йыш кĕтсе илнĕ.

Тĕнчери Кокель ячĕллĕ III пленэр Питрав кунĕчченех тăсăлать.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика