Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçĕсене шкулпа çыхăнтарнă

01 июля 2009 г.

Турхан ялĕнче пуçламăш классене вĕрентекен шкул уçăлнăранпа 170 çул çитет. Унăн историйĕ пуян та тарăн. Ăна пуянлатакансем тата малалла тăсакансем – çак шкулта ĕçлекенсем, вĕрентекенсем, вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕ, ялти çынсем.

1840 çулта уçăлнă, каярахпа вăтам пĕлÿ паракан шкула таврари 18 ялтан çÿрекен ача-пăча пиншерĕн-пиншерĕн вĕренсе тухса çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесне саланнă, ĕçре чапа тухнă, ырă ята тивĕçлĕ пулнă.

Эпĕ хам та çакăнтан вĕренсе тухса, малалла пĕлÿ пухса тăван шкултах ачасене вĕрентме килсе тивĕçлĕ канăва тухичченех ĕçлерĕм. Кунтах манăн асатте, атте, аппа-тете, ачасем тата мăнуксем вĕреннĕ. Çакăншăн питĕ савăнатăп, мухтанатăп.

Турхан шкулĕ хăйĕн вĕрентекенĕсемпе, вĕренекенсемпе тата тĕрлĕ çул ĕçленĕ шкул ертÿçисемпе мухтанма пултарать.

Вĕсен шутĕнче А.А.Кокель – художник, профессор, Н.И.Кутузов генерал-майор, Г.А.Кокель – епископ, Т.В.Кузнецова – врач, профессор, Н.В.Смирнов – ЧР Финанс министрĕ, В.И.Чекушкин – философ-профессор, П.Н.Ос-троумов – физик-профессор, В.А.Родионов – врач-профессор, В.А.Васильев – философ-профессор, М.И.Куприянова – РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, А.П.Петров – шкул ертÿçи, ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, В.М.Гусев – шкул директорĕ, ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, вĕрентÿ отличникĕ тата нумай-нумай тĕрлĕ вырăнта ĕçлесе тава тивĕçлĕ ята илнĕ çынсем.

Шкулта вĕрентекенсем пурнăçăн тĕрлĕ тапхăрĕнче хăйсен вăйне, сывлăхне шеллемесĕр ачасене тĕрĕс çул суйласа илмешкĕн тарăн та анлă пĕлÿ пама тăрăшнă.

Турхан шкулне ертсе пымашкăн çирĕплетсе лартнă ертÿçĕнчен пĕрне Алексей Петрович Петрова палăртмалла. 1953-1958 çулсенче ĕçленĕ вăл. Нихăçан та сассине хăпартса калаçмасчĕ, çамрăксемпе те, ваттисемпе те пĕр чĕлхе тупатчĕ, вĕсене ăнланма тата вĕсен ĕçне хак пама пĕлетчĕ. Паянхи кун пекех ас тăватăп мана çурăмран лăпкаса каланă сăмахсене: “Йывăрлăхсенчен ан хăра, вĕсене çĕнтерме тăрăшмалла”. Çак сăмахсене 1963 çулта аслă вожатăй ĕçне пуçăннă кунсенчех каласа хавхалантарнăччĕ.

Малалла хамăн аса-илĕве 20 çула яхăн шкул ертÿçин çумĕнче тата ертÿçинче 12 çул ĕçленĕ Виталий Михайлович Гусев çинчен тăсасшăн. Пĕтĕм вăй-халне, сывлăхне, ăс-тăнне çитĕнсе пыракан çамрăк ăрăва воспитани тата тарăн пĕлÿ парас тесе шеллемесĕр ĕçлерĕ.

1958 çулта салтак тумне хывсассăнах вĕрентÿ ĕçне кÿлĕннĕ. Маларах Пăлапуç Пашьел шкулĕнче, каярахпа Турханта математика учителĕ пулса ĕçлерĕ. Пултаруллă çамрăка директор çумĕ пулма çирĕплетнĕ хыççăн шкулти пурнăç, ачасен тăрăшулăхĕ си-сĕнмеллех лайăх енĕпе ылмашрĕ. Тĕрлĕ олимпиада, конкурс, ăмăрту, кану каçĕ, смотр ирте пуçларĕ.

Тĕрлĕ спорт вăййинче В.Гусев яланах пирĕнпе пулма тăрăшатчĕ, баскетбол, волейбол вăййисене унранах вĕрентĕмĕр.

25 çул В.Гусевпа юнашар тăрса, унран вĕренсе пырса хамăн пултарулăха ÿстерсе пытăм. 1977 çулта Виталий Михайловича шкул ертÿçи пулма çирĕплетрĕç. Хăйне шанса панă ĕçе кÿлĕнсессĕнех шкулти çитменлĕхсене пĕтерме, çĕнĕлĕхсем шырама, вĕрентекенсен ушкăнне çирĕплетме, шкулта тирпей-илем кÿме пикенчĕ. Ачасене вĕрентесси, ĕçлекенсен хушшинчи йĕркелĕх палăрмаллах ылмашрĕ. Шкулта кабинет йĕркепе вĕрентесси çирĕпленчĕ, класри курав хатĕрĕсем çĕнелчĕç.

Çулсеренех ирттерекен куравра пирĕн шкул çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленес енĕпе 5-6 çул малти вырăнсене тухма пултарчĕ, 2 çул куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялава та илме тивĕç пулчĕ.

Пысăк парне ĕçлеме татах та вăй парса пычĕ, пысăк çитĕнÿсем тума хавхалантарчĕ, шкул районта чи лайăххисен шутне кĕчĕ.

Учительсен коллективĕ спорт вăййисенче те, художество пултарулăх енĕпе те малти вырăнсенче пулчĕ.

Турхана кÿршĕ ялсенче пурăнакан çамрăксем вĕренме килме пуçларĕç, таврари 15 ял ачи пирĕн шкула суйласа илчĕ, апла пулсассăн 25-30 çул каяллах кунта тĕп шкул пулса тăнă.

Яланах канăç паман ыйтусем, пурнăçри тĕрĕс мар ылмашусем, кĕтмен çĕртен сиксе тухакан пăтăрмахсем, тавлашусем Виталий Михайлович чĕринче палăрмаллах сурансем хăварчĕç пулĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă пулсассăн та шкул пурнăçĕпе кăсăклансах тăратчĕ, лайăххишĕн питĕ хĕпĕртетчĕ, начарришĕн калама çук чунĕ хуçăлатчĕ, кирлĕ сĕнÿсем паратчĕ.

Вĕрентÿ ĕçĕнче 40 çул ытла ĕçлесе те пĕр кун та чирлесе кăтартман, кашни кунах шкула çутă кăмăлпа, пысăк ĕмĕтпе васкаса утатчĕ, анчах та каварлă чир Виталий Михайловича пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйăрчĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика