Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялта староста хуçа пулсан...

21 мая 2009 г.

Пĕр ÿсĕмрисем пулнăран, Патăрьел районĕнчи Хурама Тăвар поселокĕнче пурăнакан Терентий Андреевич Давыдова, вашават та тарават, кăмăллă та пултаруллă чăваша, чылайранпа пĕлетĕп. Икĕ çул çар хĕсметĕнче тăнă çирĕмри каччăна 1977 çулта Турханти культура çурчĕн директорĕн лавне шанса пачĕç.

Район центрĕнчен аякри тăрăхра ăста специалистсем нихçан та çитмен. Терентий те ятарлă пĕлÿ илмен-ха. Анчах салтак аттине тăхăниччен маларах хăйĕн тăван ялĕнче кĕске вăхăт /вăтам шкул пĕтерсен/ клуб пуçлăхĕнче ĕçлесе курнине, купăс-баянпа маттур каланине, саккăрла çаптарса ташланине, çепĕç юрланине, яш-кĕрĕмпе пĕр чĕлхе тупма пултарнине шута илмесĕр тăман ахăртнех çак йышăнăва кăлариччен. Шанăçа тÿрре кăларса пычĕ вăл. 13 çул хушшинче культура вучахĕ самаях çуттăн çунма пуçларĕ. Смотр-отчет-и, конкурс-и, акатуй-и - Турхансен йышлă хорĕ малти вырăнсене тухать, паха концерчĕсене халăх ырласа йышăнать. Çак тапхăрта унăн çурчĕ районти чи лайăх учрежденин ятне виçĕ-тăватă хутчен тивĕçрĕ.

Спортпа çамрăклăх - юнашар. Терентий пуçарнипех ялти каччăсемпе хĕрсем районти тĕрлĕ ăмăртăва хастар хутшăнма тытăнчĕç. Хăй те айккинче тăман, 500 метра хытă чупатчĕ. 1000, 3000 метрлă дистанцисем те чăрмав пулман.

Суйлав тапхăрĕ пуçланать: Терентий - комиссире. Ку çеç те мар-ха: ăна пĕр саслăн тенĕ пек ял Канашĕн депутатне кашнинчех суйлаççĕ. Халăх “тарçи” ялти мĕн пур мероприятие хутшăнать. Тата çакна уйрăммăн палăртса хăварар: Терентин ялта ашшĕпе амăшĕ, çемйи... Турхана куллен çÿремелле унăн. Килме вунă çухрăм. Кайма тата çавăн чухлех. Тăршшĕпех вăрман. Çул тенин ячĕ кăна: урапапа çуна валли çеç вăл. Унта çумăр та тăман, пылчăк та юр.

1990 çулта Терентий “лăпкăрах” вырăна куçрĕ. Ăна ялти клуб пуçлăхне çирĕплетрĕç. Унтанпа икĕ теçетке çул пуçтарăнсан та вăл улшăнман пекех туйăнать. Хăйĕн тĕп ĕçне тунисĕр пуçне тăватă яла пĕрлештерекен тăрăх-поселени шайĕнчи мĕн пур культура-масса мероприятине хастар хутшăнать. Районти культура ĕçченĕсен халăх хорне çÿренĕ май кашни кĕçнерни кун ялсене концертпа каймалла. Репертуар улшăнать - çĕнĕ сăвă-юрă вĕренме Патăрьелне репетицие çитмелле.

Çамрăкра - вăй, ватăра – ăс Çав-çавах вăл - ватăлма пĕлмен спортсмен. Аллă виççĕре пынине пăхмасăр ветерансене йыхравлакан пĕр ăмăртуран та юлмасть. Акă икĕ-виçĕ çул каялла Красноармейскинче пилĕк çухрăма чупса республикăра иккĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ.

Терентий Андреевич паян та ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ. Çак чыса вăтăр çул ытла çÿлте тытать. Ку çеç-и-ха! Çĕнĕ ĕмĕре кĕнĕренпе ял старости те. Çавăнпах, культура çурчĕн директорĕнче вăй хунă тапхăрти пекех, Терентин Турхана тухман кунĕ çук тесен те тĕрĕс. 20 çухрăм теприншĕн пуçа шăнăçман инçе çул. Терентишĕн вара хăнăхнă инçĕш. Хăть çуран ут, хăть велосипед педалĕ çине пус. Халĕ аптрамалла мар: патшалăх асфальт çул сарса пачĕ.

Хурама Тăвар - Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи тĕлĕнмелле поселок. Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче Турхан тата ун таврашĕнчи Çĕньял, Анат Тăрмăш тата Çăл Атăк ялĕсенчи хăюллă та чăрсăр çемьесем хура вăрман варринчи аслă уçланкăна куçса килнĕ те пилĕк Пучинке йĕркеленĕ: Аслă Октябрь, Калинин, Лукьянов, Сибиряков, Поляков. Малтанхи иккĕшĕ ăçтан тухни ăнланмалла ĕнтĕ. Ытти виççĕшне çемье пуçĕсене хисеплесе хунă. Вĕр çĕнĕ ял Канашне Хурама Тăвар ят панă. Çулсем иртсе самана улшăнсан ыттисем хăйсен “хушамачĕсене” çухатса пĕтернĕ. Тĕп ял-поселок вара паян кун та пур. Кунти виçĕ урамра /вĕсене халĕ Турхан, Çĕньял тата Тăрмăш теççĕ/ 58 кил, 113 çын пурăнать. Çакă та интереслĕ: Турă маннă кĕтесе хăй вăхăтĕнче малашлăхсăр ял шутне кĕртнĕ пулсан та халăх тарса-саланса пĕтмен. Унăн йышĕ чылай çул пĕр шайрах тăрать. Çапах çĕршыври пăтравлă самантсем те айккинчен пăрăнса иртмен. “Россия”, унтан “Хастар” колхозăн пĕр пайĕнче ĕлĕкрех сурăх вити тытнă, лашасем усранă, йĕри-таврари çĕре сухаласа тыр-пул çитĕнтернĕ. Халĕ ячĕ кăна юлнă. Çĕр чухăн тесе Турханти эртел нумай çул ÿсекен курăксем ÿстерсе утă хатĕрлет. Ватти-вĕттин ыйту тупăнсан сукмак Терентий Давыдов патне, ял старости патне, хывăнать. Хуйха-суйха та, савăнăçа та унпа пайлаççĕ.

Халăхшăн ĕçлени сăваплă

Терентий пĕлĕшĕме шкул çуртĕнче шыраса тупрăм. Республика Президенчĕн программипе килĕшÿллĕн Турханпа çыхăнтаракан çирĕп сийлĕ автоçул туса хута янăранпа тăватă класс ачисене /вĕсем пурĕ 11-ĕн/ тĕп ялти вăтам шкула сарă автобуспа турттараççĕ. Çавăн чухнех кивелнĕ клуба сÿтсе пăрахнă, ун валли ялти фельдшер пунктĕнче пĕр пÿлĕм уйăрнă. Вăл çав тери пĕчĕк. Çавăнпа кăçалхи нарăс уйăхĕнче Терентие пушанса юлнă çак пĕлÿ çуртне “парнеленĕ”. Ăна самаях аслă теме юрать: сарлакăшĕ 6 метр, тăршшĕ 10,5 метр. Вăл зал тума меллĕ, коридор - фойе валли. Çавăнтанпа кашни кун клубра кăштăртатать. Хăмапа пÿлнĕ стенасене илсе хунă ĕнтĕ, кăмакасене те сÿтнĕ. Тултан çенĕк ăсталанă, тăррине тирпейлесе шулап вырнаçтарнă. Терентий халĕ хĕрсех сцена майлаштарать. Çутă кĕртме электропралук кармалла, çут çанталăк газĕ валли ăшă тытăмне йĕркелемелле. Вара культура вучахĕ амаланса та кайĕ. Халăхпа пухăнса калаçма та, уяв-праçник тума та, хăна кĕтсе ăсатма та, ташласа-юрлама та хăтлă вырăн кирлех. Ĕç-пуç йĕркеленсен фольклор ушкăнĕ пухма, драма кружокĕ уçма майсем тупăнĕç. Хавал пур-ха, пĕтмен. Чĕртмелле кăна.

Хăрах алăпа вĕрен яваймăн

...Çапла калаçкаласа ларнă хушăра клуба çитмĕлсенчен иртнĕ хĕрарăм кĕчĕ. Сывлăх суннă хыççăн хăйне хумхантаракан сăмаха пуçларĕ.

- Теренти шăллăм, - тет çакскер катăк шăлĕсене ал лаппипе хупласа, - телевизор пăхаймастăп вĕт. Тем пулчĕ шеремете. Эрне ытла ĕнтĕ чикан хĕрне - Кармелитăна - кураймастăп. Килте кичем, мĕн тумаллине те пĕлместĕп. Эсĕ маçтăрне паллаканччĕ. Килсе тÿрлетсе памĕ-и? Пулăш-ха, тархасшăн.

- Маня аппа, ан пăшăрхан. Часах Патăрьелĕнчи Саша Петров патне шăнкăравлăп. Сирĕн касра унта теприсен те сасă çухални çинчен систернĕччĕ. Килсен иксĕрĕнне те юсаса хăварĕ. Итлекенччĕ-ха ачи, - тет Терентий.

- Апла тăк эпĕ килтех тăрăп. Кĕтетĕп, - тесе карчăк хăлăпа кăна тытнăччĕ, каялла çаврăнчĕ. - Тата мĕн, Теренти, çанталăк ăшăтса пырать, выльăха кĕтĕве кăларма вăхăт çитмест-и? Мĕн шавлаççĕ-ха кăçал?

Староста кун пирки те тивĕçлĕ хурав тупрĕ. Ялта халĕ сăвакан 33 ĕне, самăртакан 22 вăкăр шутланать, çĕр ытла сурăх. Хăшĕ-пĕри качака та усрать. Ака уйăхĕн вĕçĕнче кĕтÿ тухаканччĕ. Кăçал сивĕ тăнăран каярах юлнă. Яланхи пекех черетпе кĕтеççĕ. “Паян-ыран выльăх хуçисемпе пуçтарăнса калаçса татăлатпăр, ăçта çÿретмеллине палăртатпăр”, - терĕ староста.

- Кашни кун çын килет, - тет малалла Терентий. - Урамра тĕл пулсан та чарăнмасăр иртмеççĕ. Вăл мĕнле, ку мĕнле? Çанталăк хăçан йĕркеленни таран ыйтма тăрăшаççĕ. Мĕн тăвăн, ялта директор та, учитель те, агроном та, звеньевой та юлмарĕ вĕт. “Эсĕ староста, çавăнпа сан пата килетпĕр ĕнтĕ”, - теççĕ вара кашниех...

“Пирĕн ял вăл - “пысăк” ял, унта - виçĕ пĕчĕк ял”, - шÿтлеççĕ Хурама Тăварсем. Пĕчĕк пулсан та нушисем пысăк тенĕн ăнланмалла-тăр çакна. Акă пĕлтĕр çимĕкре вилнисене асăнма масар çине кайсан çĕрĕшнĕ карта каштипе хуçăлнă решетке çине кăтартса Терентие тĕккелерĕç: “Хăçан йĕрке тăватăр?” Калама кăна çăмăл. Кĕмĕлĕ кирлĕ-çке. Хĕрĕх-аллă килтен çĕр-ик çĕр тенкĕ пуçтарнипе мала кайăн-и?

Ыйтăва депутатсен пухăвĕнче староста çивĕччĕн çĕклерĕ. Хуравĕ вара çапларах таврăнчĕ: сеткăпа тимĕр юпасем валли бюджетран укçа парăпăр. Ĕçленĕшĕн тÿлеме вара пĕр пус та çук. Шухăшла, староста!

Терентий Андреевич патвартарах çынсене пухса ăнлантарнă хыççăн çапла килĕшнĕ: ниме пухмалла. Кĕрхи ĕçсене вĕçленĕ хыççăн ĕçе пикеннĕ. Терентие пулăшма малтан иккĕн тухнă, унтан çиччĕн пуçтарăннă. Кайран 15-е çитнĕ. Çапла майпа икĕ эрнере 300 метр çирĕп хÿме тума, тула пуçланă масара тата аслăлатса сарма май килнĕ. Халăх сурсан кÿлĕ пулать, тесе ахальтен каламан çав ватăсем.

Иртнĕ çулхи тепĕр ĕç те асрах. Ял варринчен пуçласа тĕп урам тăрăх тăпра хăпартса 1100 метр тăршшĕ асфальт çул тума палăртнă. Уйăрнă укçа-тенкĕ вара хĕссе-пĕссе тытсан та çитессĕн туйăнмасть. Терентий хистесе тăнипех кашни килтенех строительсене пулăшакан тупăнчĕ. Пĕрисем хăйăр тикĕслерĕç, теприсем чул йăтрĕç.

Камшăн ĕненмелле мар пек те - Хурама Тăварта иртнĕ вунă çулта, тен, ытларах та, вăрлани-çаратни, çапăçни-иртĕхни, урăхла каласан преступлени тунă тĕслĕх пулман. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Сымов ырă çак тĕслĕхре ял старостин тивлетне курать. Хамăртан çакна хушар: Терентий чĕрĕк ĕмĕр ытла ĕнтĕ районти шалти ĕçсен пайĕн штатра тăман участок милиционерĕ. Кăна кашни вĕçкĕн пĕлет, кирлĕ тĕк акт-протокол çырма ÿркенменнине те чухлать. Хутне ăна, чăн та, прокуратурăна питех леçмен. Юнаса илнипех çырлахнă. Тÿрленме çавă та çитнĕ пуçтаха. 2008 çул кăтартăвĕсем тăрăх Терентий Андреевича чи лайăх старостăсен шутне кĕртнĕ. Республикăри муниципалитет пĕрлĕхĕсен Канашĕ çакăн пек пĕтĕмлетÿ туни мана питĕ савăнтарчĕ.

Раççейри ялсенче староста мĕн авалах хуçа вырăнĕнче пулнă. Демократипе хăй тытăмлăх условийĕсенче çак йăла çĕнĕрен вăйланса пыни чăннипех пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм.

 

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика