Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мускаври парада икĕ ентеш хутшăннă

15 мая 2009 г.

     1941-1945 çулсенчи Аслă Аттелĕх вăрçинче çĕнтерÿ тунăранпа 64 çул çитнĕ ятпа Мускаври Хĕрлĕ площадьре ирттернĕ çар парадне пирĕн ентешсем иккĕн хутшăннă.

    Рязаньри сывлăш-десант çар институчĕн колоннине батальон командирĕ В. Сымов подполковник ертсе пынă. Владимир Петрович Упамса чăвашĕ. Асăннă института вăл Псковри сывлăш-десант çар дивизийĕнчи служба хыççăн кĕнĕ. Аслă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн 1996 çултанпа курсантсен взвод командирĕнче. Юлашки вунă çулта Турханти шкултан вĕренсе тухнă тăватă выпускник унăн çулĕпе кайнă – çар профессине алла илнĕ.

      Çавăн пекех Мускаври Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе йĕркеленĕ парада сывлăшпа десант çар институчĕн иккĕмĕш курс курсанчĕ Николай Киркин та хутшăннă. Вăл Çĕньялта çуралса ÿснĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика