18 марта 2009 г.
Пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕнче Кокель вулавĕ иртнĕ.
Пултаруллă ÿнерçе халалласа йĕркеленĕ уявра Украина халăх художникĕн В.И.Ковтунăн тата Кокель пленэрне хутшăнакансен ĕçĕсен куравне те йĕркеленĕ. Вĕсенчен 18 картинăна Турханти вăтам шкул музейне парнеленĕ.
Савăнăçлă лару-тăрăва Патăрьел район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн ректорĕ Л.Кураков академик хутшăннă. Вĕсем Алексей Кокель тĕнче культурипе çитĕнекен ăрушăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни çинчен каланă. Уява çавăн пекех районти вĕрентÿ учрежденийĕсен преподавателĕсемпе филиал студенчĕсем, Патăрьелĕнчи искусство шкулĕнче пĕлÿ пухакансем те хутшăннă.
Алексей Афанасьевич Кокеле тĕнчипех пĕлеççĕ. Унăн илемлĕ, тарăн шухăшлă, çутă туйăм çуратакан картинисем чăннипех шедевр. А.Кокель чаплă художник çеç мар. Харьковри ÿнер институтне, Украина Художниксен ассоциацине ертсе пыни вăл çав тери талантлă çын пулнине çирĕплетет. Унăн ячĕ нихăçан та манăçмĕ.
Источник: "Хыпар"