Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлеме те савăнма та вăхăт тупаççĕ

04 марта 2009 г.

      Турă умĕнче эпир пурте пĕр тан, пурнăçра çеç лайăххисемпе начаррисем çине уйăратпăр. Турханти психоневрологи интернатĕнче йăва тупнисем пирки вара урăхларах калас килет: вĕсем – çÿлти хуçа суйласа илнисем. Кунта ватти те, çамрăкки те пур. Пĕри те хăйсен ирĕкĕпе килмен, шăпа вĕсене илсе çитернĕ. Интернатра вăй хуракансем хăйсен пациенчĕсем ыттисемпе пĕр танах туйччăр тесе тĕрлĕ мероприяти ирттерсех тăраççĕ. Нумай пулмасть республикăра иртекен оборонăллă массăлла уйăхлăха хутшăнса кунта спорт ăмăртăвĕсем пулчĕç. Пурĕ 8 туслă команда йĕркеленĕ, вĕсем хушшинче инвалидсен те пĕр ушкăнĕ пур.

– Мероприятие ирттерме пире никам та хушман, ĕçлекенсен пуçарăвĕпе йĕркелерĕмĕр ăна. Кăçал иккĕмĕш хут ирттеретпĕр. Сывă йăла-йĕркепе пурăнасси, спортпа туслашасси, коллектив хушшинчи килĕшÿ шăпах çакăн пек самантсенчен пуçланать, – пĕлтерет интернат директорĕ А.Бабаев.

Ăмăрту ăмăртăвах, вăл: “Пĕри – пуриншĕн, пурте – пĕриншĕн” текен девизпа иртет. Чи малтанах йĕлтĕрпе чупрĕç. Кашнийĕ хăйĕн командине мала кăларассишĕн тăрăшрĕ. Ÿкекенсем те часрах ура çине тăрса малалла ыткăнчĕç. Инвалидсем те ыттисенчен нимпе те уйрăлса тăмаççĕ, вĕсем пĕр-пĕриншĕн тата та ытларах çунчĕç пуль. Йĕлтĕрпе килекенсене хирĕç юр аша-аша чупрĕç.

Мероприятин иккĕмĕш пайĕнче пневматика пăшалĕнчен печĕç. Кашни çыннăн виçĕ хутчен мишене лектерессишĕн тăрăшма тиврĕ. Чи интересли вара вĕрен туртасси пулчĕ. Кунта командăсем пĕр-пĕрне парăнас мар тесе чылай вăй хучĕç. Икĕ команда хушшинче çĕнтернисем татах вĕрене унталла та кунталла сĕтĕрчĕç.

Ăмăрту вĕçĕнче кăмăл тăвакансем кире пуканĕ йăтрĕç, анчах та П.Яппарова çитекенни пулмарĕ.

Жюри членĕсем юлашкинчен чи маттуррисене палăртрĕç. Пĕрремĕш вырăна хуçалăх блокĕнче вăй хуракансем йышĕнчĕç, иккĕмĕшне – администраци персоналĕ, виççĕмĕшне кĕçĕн медперсоналсем çĕнсе илчĕç. Кайран пурте пĕрле ларса апатланчĕç.

Февралĕн 23-мĕшĕнче, Çĕр-шыва хÿтĕлекенсен уявĕ ячĕпе бильярдла, шашкăлла выляссипе ăмăртрĕç. Пурĕ 17 çын хутшăнчĕ. Кунта çĕнтерÿçĕсен ятне Г.Сергеев, И.Егорычев, И.Ваньков, С.Архипов, В.Антонов çĕнсе илчĕç.

Часах Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен уявĕ çывхарать. Интернатра тăрăшакансем ун чухне “Мисс – Çуркунне” конкурс йĕркелеме палăртнă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429362, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Тарханы,ул.Кокеля, д.23
Телефон: 8(83532) 68-4-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика